“Хресчен ĕçĕ - хисеплĕ, вăл халăха тăрантарать”

Çĕр ĕçĕ - чи авалхи профессисенчен пĕри, вăл этемлĕх çут тĕнчене килсенех йĕркеленнĕ. Хресчен апат-çимĕç, çăмăл, фармацевт, ытти промышленноç валли те чĕр тавар хатĕрлет. Унăн чи кирлĕ тĕллевĕ - çынсене апат-çимĕçпе хĕлĕн-çăвĕн тивĕçтересси.

Чăваш Ен Раççейĕн теветкеллĕ çĕр тăрăхĕнче вырнаçнă. Уй-хир пуянлăхне пуçтарса илесси вăраха каять. Çавăнпа та эпир çĕр ĕçченĕн кунне каярах - чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче ирттеретпĕр.

Ĕнер Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче республикăри Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне палăртрĕç. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов савăнăçлă уява пухăннисене ял хуçалăх культурисем туса илекенсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансен кăçалхи çитĕнĕвĕсем çинчен каласа кăтартрĕ.

2010 çулхи шăрăх тип шар кăтартнă хыççăнхи икĕ çулĕнче те çанталăк тыр-пул, пахча çимĕç çитĕнтерме лайăх услови туса пачĕ, анчах пуçтарса илнĕ чухне пысăк чăрмав кÿчĕ: йĕпе-сапа унăн хастарлăхне тĕрĕслерĕ тейĕн. Апла пулин те йывăрлăхсене парăнтарма вĕреннĕ ял çынни аптрамарĕ. Уяр çанталăкăн кашни сехечĕпе усă курса кĕрхи ĕçсене ăнăçлă вĕçлерĕ. Уйрăмах механизаторсем çине тăчĕç. Вăрнар районĕнчи Николай Тихонов комбайнер 25 пин тонна тырă çапса тĕлĕнтерчĕ. Пуринчен те нумай Елчĕк районĕ тĕш тырă пухса кĕртрĕ - 41495 тонна. Патăрьелсемпе Пăрачкавсем 30 пин урлă каçрĕç: 33563 тата 30289 тонна.

Республикăра кăçал мĕн пур тытăмри хуçалăхсем тата ял çыннисем юлашки 17 çулта пулман тухăçлă çĕр улми туса илчĕç - 845 пин тонна. Гектар тухăçĕ пĕлтĕ­р­­­хинчен /157,7 центнер/ лайăхрах - 193,2 центнер. “Иккĕмĕш çăкăрпа” Патăрьелсем палăрчĕç - 96 пин тонна пухса кĕртрĕç. Купăста çи­тĕ­­н­­­терессипе Куславкка ра­йонĕнчи Василий Семенов фермера çитекен пулмарĕ - хăш-пĕр лаптăкра тухăçĕ 1000 центнертан та иртнĕ.

Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен кăтартăвĕ те курăмлă. Елчĕк, Етĕрне, Комсомольски районĕ­­сенчи операторсем кăçал 9 уйăхрах кашни ĕнерен вăтамран 4 пин ытла килограмм сĕт сунă.

Çĕрпÿ районĕнчи “Авангард” Çĕрпÿ беконĕ” ООО 36 пин сы­сна /республикăри мĕн пур сыснан 17%/ ĕрчетет, талăксерен вĕсем 647 грамм ÿт хушаççĕ.

Сергей Владимирович вăй-хала шеллемесĕр ĕçлекен ху­çалăхсемпе фермерсене ырăпа асăнса нумай тĕслĕх илсе кăтартрĕ.

Тирпейлекен промышленноç та кăçал ÿсĕмлĕ аталанать. Кăрлач-авăн уйăхĕсенчи тавар калăпăшĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртин 110,8 проценчĕпе танлашать.

Чăваш Республикинчи аграри секторĕн предприятийĕсемпе организацийĕсен продукцийĕ Мускавра иртнĕ “Ылтăн кĕркунне-2012” куравра 86 медале /50-шĕ - ылтăн, 17-шĕ - кĕмĕл, ытти - бронза/ тивĕçнĕ. Награда шучĕ пĕлтĕрхинчен самаях пысăк. Çакă пирĕн ăстасем хатĕрлекен çимĕç пахалăхĕ çултан çул лайăхланнине çирĕплетет.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ, çирĕп сывлăх, çĕнĕ çитĕнÿсем сунчĕ. Хресченсем ĕçченлĕхпе хастарлăха мĕн пĕчĕкрен туптаса-хăнăхса çитĕ­­н­нĕрен, хăйсен умĕнчи тивĕçе пысăк яваплăха туйса чыслă пурнăçланăран чăваш аграрийĕ­­сем ытти регионпа танлаштарсан сухалакан кашни 100 гектар пуçне /укçа çине куçарсан/ аш-какай, сĕт, тыр-пул, пахча çимĕç туса илессипе малта пыраççĕ. Михаил Васильевич çĕр-шывра “АПК аталанăвĕ” наци проектне йышăниччен хăш-пĕр карма çăвар: “Ял хуçалăхĕ - “хура шăтăк”. Хресченсем Раççее тăрантараймаççĕ”, - сас-хура сарнине аса илчĕ. Патшалăхăн тĕллевлĕ программи вĕсене тĕпренех сирнине палăртрĕ. “Хресчен ĕçĕ - хисеплĕ, вăл халăха тăрантарать”, - терĕ. Çĕр ĕçченĕ хăйне пулăшсан, агропромышленноç комплексне аталантарма майсем туса парсан вăл çĕр-шыва тăрантарма пултарнине Раççей Президенчĕ В.Путин çирĕплетсех каланă. АПК­на 2013-2020 çулсенче малалла аталантармалли программăна хушăмсем кĕртсе, пуянлатса çĕнĕрен йышăнни - хресченшĕн пысăк пулăм. Вăл ăна тата та талпăнарах ĕçлеме хистет.

Çĕр-шыв Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕчĕ. Михаил Игнатьев унăн правилисемпе пурăнма вĕренсе хамăрăн бизнеса тупăшлă аталантармалла терĕ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе кăçал экономика ăмăртăвĕнче хăйсен зонисенче çĕнтернĕ районсемпе хуçалăхсене палăртрĕç: Шупашкар, Вăрнар, Елчĕк районĕсем* “Акконд-агро” /Тăвай/, “Вăрнарти аш-какай комбиначĕ”, “Прогресс” /Елчĕк/ пĕрлешÿсем. Тĕрлĕ номинацире çĕнтернĕ ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермерсем те Дипломпа премие тивĕçрĕç.

Производствăра хастарлăхпа палăрнисене патшалăх наградисемпе чысларĕç.

 Валентин ГРИГОРЬЕВ.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
06 ноября 2012
15:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter