Елчĕк районĕ 85-çул тултарнă тĕле. Ял тăрăхĕнчи паллă çынсем.Хǎйне евĕр талант

Петров П.В. Çирĕклĕ Шǎхалĕнче 1950 çулхи ака уйǎхĕн 15 – мĕшĕнче çуралнǎ. Унǎн ашшĕ НКВД ĕçченĕ, амǎшĕ учительница пулнǎ. Ÿкерчĕксем тǎвас туртǎм 5 çулта чухнех пуçланнǎ. Çав туртǎм аталансах пынǎ, юлашкинчен Чǎваш патшал1х педагогика унивестиечĕн художествǎпа графика уйрǎмне илсе çитернĕ.

Университет пĕтернĕ хыççǎн П.Петров направленипе Дагестана каять. Избербаш хулинче педагогика училищинче учитель пулса ĕçлет. Унтан ǎна Совет çарне илеççĕ. Служба пĕтнĕ хыççǎн Тувари шкул – интернатра ĕçлет, унтан 1975 çулта Шупашкара таврǎнать.

Пирĕн ентеш нумай выставкǎсене хутшǎннǎ, хǎйĕн ǎсталǎхне кǎтартнǎ. Акǎ, вĕсенчен хǎшĕ – пĕрисем: Шупашкарти ÿнер музейĕ (1990 çул, 52 ÿкерчĕк), Чǎваш патшалǎх педагогика университечĕ (1996 çул, 25 ÿкерчĕк). Çавǎн пекех вǎл Чехословакире (Брно хули, 1981 çул), Францире (Париж, 1984 çул), Германире (Котбус, 1993 çул) ирттернĕ выставкǎсене хутшǎннǎ. Унǎн ÿкерчĕкĕсем уйрǎм çынсен пуххисенче (Голландире, Англире, Финляндире) пур. 1984 çулта Парижри выставкǎра тǎратнǎ ĕçсемшĕн вǎл кĕмĕл медале илме тивĕçлĕ пулнǎ. Çакǎн йышши чыса чǎвашьенрен маар, Раççейрен те икĕ – виçĕ çын анчах тивĕçнĕ.

П.Петров СССР Ÿнерçисен пĕрлешĕвĕн членĕ (1977). Ǎна  КПСС обкомĕпе ЧАССР Министрсен Канашĕн Хисеп  грамотипе (1981) наградǎланǎ.



07 ноября 2012
10:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter