Шупашкар районĕ 85 çул тултарнине паллă тăвать

Паян, чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкар районĕн тыр-пул çитĕнтерекенĕсем, выльăх-чĕ­рлĕх пăхаканĕсем тата тирпейлекен промышленноçра вăй хураканĕсем Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне пухăннă. Шупашкар районне 85 çул çитнине халласа пысăк уяв мероприяти иртнĕ. Уява район пуçлăхĕпе Вячеслав Рафиновпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Георгий Егоров уçнă. Пухăннисене район мĕнле пуçланса кайнин историпе, район территорийĕнче вырнаçнă предприятисемпе организацисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Вĕсен шутĕнче: «Ольдеевская» агрофирма, «Чувашский бройлер» акционерсен уçă обществи, пысăк ватлă аппаратурăсем кăларакан Ишлей завочĕ, ваттăсем кăларакан Чиканар фабрики тата ыттисем те. Пуçтарăннă ентешсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Александр Иванов саламланă, пĕтĕм Чăваш Республикин аталанăвĕн  историне тĕслĕхрен Шупашкар районĕн  историйĕнче сăнама пулнине палăртнă. «Шупашкар районĕ пĕтĕм кăтартусемпе малтисен ретĕнче – сывлăх сыхлавĕнче, ял хуçалăхĕнче, социаллă тытăмра, промышленноçра, вĕрентӳре, культурăра, строительствăра та. Район аталаннă çемĕн, республика та вăй-илсе çирĕпленсе пынă», - тесе палăртнă хăйĕн саламĕнче Александр Иванов. Ĕçре уйрăммăн палăрнă ял ĕçченĕсене Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн  патшалăхăн наградисемпе чысланă.  Шупашкар районне çавăн пекех юбилейпе саламлама Чăваш Республикимн Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, хăш-пĕр министерствăсен ертӳçисем килсе çитнĕ. Ĕçре хастаррисене Хисеп хучĕсем парса чысланă. Уяв мероприятийĕнче Шупашкар районе çĕклеме тĕрлĕ çулсенче вăй-хурса ĕçленĕ çынсем уйрăммăн тав сăмахĕсене тивĕçнĕ.



07 ноября 2012
13:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter