Аваллăх управçисем пулăшу кĕтеççĕ

Çак кунсенче ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин коллегийĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта пăхса тухнă тĕп ыйтусем - «Чăваш Енре музей ĕçне аталантарасси çинчен» тата «Чăваш патшалăх ÿнер музейне 2012-2020 çулсенче аталантармалли ăслăлăх Концепцийĕ çинчен». Ларăва Вадим Ефимов министр ертсе пычĕ.

Республикăри музей ĕçĕ пирки Министерствăн профессионал искусство, вĕренÿ тата халăх пултарулăх пайĕн пуçлăхĕ Инна Ильина тунă доклада итленĕ хыççăн акă мĕн паллă пулчĕ: аваллăх управçисен çут ĕç, ăслăлăх, вĕренÿ тĕлĕшĕпе пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк.

Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре патшалăх тытса тăракан виçĕ музей тата вĕсен пилĕк филиалĕ, çавăнпа пĕрлех муниципалитет шайĕпе 13 музей ĕçленĕ. Вĕсемсĕр пуçне тата 27 музей пур, çакскерсем культура учрежденийĕсен тытăмĕнче шутланаççĕ.

Мĕнле йĕркелесе пыраççĕ-ха вĕсем хăйсен ĕç-хĕлне? Хăйсен усăлăхне хăш енĕпе палăртаççĕ? Сăмахран, музейсенче упранакан экспонатсем /пурĕ 343 пин управ единици/ халăх патне çитнĕ тĕслĕх çуллен-çул ÿссе пырать. Акă 2010 çулта тĕп фондра упранакан экспонатсен 13,7 проценчĕпе паллашма май килнĕ пулсан, 2011 çулта - 17 проценчĕпе. Федерацин Атăлçи округĕнче çак кăтарту - 10,5, Раççейре - 8,1 процент. Музее çÿрекенсен шучĕ те вăл мĕнле ĕçленине самай палăртать. Ку енĕпе республикăра лару-тăру çакнашкал: 2007 çулта патшалăх тата муниципалитет шайĕнчи музейсене 336,7 пин çын çитсе курнă, 2011 çулта - 418,6 пин çын. Иртнĕ çул чи нумай куракана йышăннă аваллăх управçи - Чăваш наци музейĕ /154,6 пин çын/. Муниципалитет шайĕнчисенчен кăтартуллă ĕçлекеннисем çаксем: Канашри /17,3 пин/, Сĕнтĕрвăрринчи /12,2 пин/ тавра пĕлÿ музейĕсем тата Йĕпреçри уçă тÿпе айĕнчи этнографи музейĕ /10,3 пин çын/. Çулсерен йĕркелекен куравсен шучĕ ÿссе пыни те савăнтарать. Ку енĕпе Чăваш наци музейĕ тата СССР космонавт летчикĕн А.Г.Николаевăн Асăну комплексĕ çаврăнăçулăх кăтартаççĕ.

Музейсем çавăн пекех ăслăлăх ĕçĕсене те пурнăçлаççĕ. Сăмахран, пĕлтĕр Чăваш наци музейĕн сотрудникĕсем 26 темăна тишкерсе 30 докладпа пĕлтерÿ хатĕрленĕ, 56 курав йĕркеленĕ, ăслăлăх тата популярлă кăларăмсенче пичетленĕ.

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕ те ку енĕпе маттур ĕçлет. 2009-2011 çулсенче кунта 47 ăслăлăх статйи, очерк, презентаци дискĕсем хатĕрленĕ. Ăслăлăх сотрудникĕсенчен 13-шĕ тĕнче, Раççей тата регион шайĕнчи 8 конференципе семинара, сессие хутшăннă. Ăслăлăх тĕпчевĕсене пĕтĕмлетсе «Мемориальный музей-квартира М.С.Спиридонова» /2009/ альбом тата «Приумножая коллекцию. Записки музейного работника» /2011/ кĕнеке кăларнă.

Докладçă çавăн пекех музей ĕçĕнчи çитменлĕхсем пирки те чарăнса тăчĕ. Хăш енĕпе пулăшу кĕтеççĕ-ха аваллăх управçисем? Вĕсенчен саккăрăшне /14,5 процентне/ тĕпрен юсамалла. Çак йышра: Чăваш наци музейĕн Музейпе курав центрĕ, В.И.Чапаев музейĕ, Чăваш патшалăх, Улатăрти ÿнер, Йĕпреçри этнографи тата Канашри тавра пĕлÿ музейĕсем. Сыхлав тата хăрушсăрлăх тытăмĕсем тĕлĕшпе те çитменлĕхсем сахал мар-мĕн. Пурин те пĕр пек ыйту - экспонатсене упрамалли пÿлĕмсем çитменни. Реставраторсем çителĕксĕрри те чăрмав кÿрет. Акă иртнĕ çул пурĕ те 20 ĕçе çеç çĕнĕ «пурнăç» парнеленĕ пулсан, çак черетре вара 3,5 пин экспонат тăрать.

Муниципалитет тытса тăракан музейсенче штатсене сăлтавсăрах чакарнă тĕслĕхсем пур. Мĕншĕнни паллă-ха: вырăнти бюджетăн укçи-тенкине перекетлес шухăшпа. Çаксем халăхпа тытакан çыхăнăва, курав йĕркелес, ăслăлăх ĕçĕсем ирттерес тата ытти енĕпе пурнăçламалли ĕçсене аталантарма чăрмантараççĕ.

Тухса калаçакансем - Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова, Шупашкар районĕнчи «Бичурин тата хальхи вăхăт», Куславккари Н.И.Лобачевскин историпе тавра пĕлÿ, Вăрнарти историпе тавра пĕлÿ музейĕсен ертÿçисем Ирина Удалова, Надежда Егорушкина тата Елена Шарипова музей ĕçне малалла лайăхлатма чăрмантаракан сăлтавсенчен çаксенех палăртрĕç.

Чăваш патшалăх ÿнер музейне аталантармалли ăслăлăх Концепцийĕн проекчĕпе унăн директорĕ Геннадий Козлов паллаштарчĕ. Коллеги членĕсем Концепци проектне йĕркене кĕртме, ун хыççăн ЧР Культура министерствине çитерме сĕнчĕç.

Надежда СМИРНОВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
07 ноября 2012
09:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter