«Тĕп чĕлхе - туслăх чĕлхи»

Чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев наци культура пĕрлĕхĕсен ертÿçисемпе, Чăваш Енри Национальноçсен канашĕн членĕсемпе тĕл пулчĕ.

«Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ умĕн пĕрле пухăнасси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Чăваш Енре - тăнăçлăхпа лăпкăлăх, кунта пурăнакан кашни çын хăйне хăтлă туйтăр тесе тăрăшатпăр. Нумай нациллĕ Раççей Федерацийĕнче Чăваш Республики тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Кунта 128 наци, 8 этнос ушкăнĕн тата 14 конфесси çыннисем пĕр-пĕринпе ăнланса, хисеплесе çураçулăхра пурăнаççĕ. Пире çынлăх, туслăх пĕрлештереççĕ. Туслăх çирĕп пулнăран вăйлă эпир», - терĕ Михаил Васильевич пурне те уяв ячĕпе саламланă май.

Тĕл пулăва çавăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци ертÿçи Александр Иванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов, ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева хутшăнчĕç.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче нацисен хушшинчи килĕшĕве аталантарассишĕн тата çирĕплетессишĕн нумай вăй хунăшăн Шупашкарти еврейсен наци культура автономийĕн ертÿçине Иосиф Винокура, халăха тĕн, культурăпа чĕмлĕх воспитанийĕ парас ĕçре нумай çул тăрăшнăшăн Шупашкарти тĕн училищин ректорне Михаил Иванов протоиерее, Чăваш Республикинчи Мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕн çумне Хайдар Сафиуллина Тав çырăвĕпе чысларĕ.

«Чăваш Енре тĕрлĕ халăх çынни пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнать. Паллах, кашни нацин чĕлхе, культура ыйтăвĕсем пур. Анчах чи кирли тата пĕлтерĕшли - хутшăнусем. Хутшăнусем пирĕн питĕ аван. Ытти наци çыннисем предприятисенче чăвашсемпе пĕрле вăй хураççĕ. Манăн шухăшăмпа - Чăваш Енре наци культура пĕрлĕхĕсем, ентешлĕхсем йĕркеленни питĕ паха. Пĕрле пухăнса эпир çивĕч ыйтусене татса паратпăр. Ĕç нумай. Пулас ăрупа, çамрăксемпе нумай ĕçлемелле», - шухăшне палăртрĕ Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов.

Чăваш Республикинчи вырăс культурин центрĕн председателĕн çумĕ, Улатăр хулин Национальноçсен ĕçĕсен канашĕн председателĕн çумĕ Вероника Исаева хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Вырăс чĕлхине упрас тĕллевпе вĕсем çуллен пысăк мероприятисем, ăслăлăх конференцийĕсем, фестивальсем ирттереççĕ. Улттăмĕш çул славян çырулăхĕн кунĕсене йĕркелеççĕ. «Аваллăха маннă халăхăн пуласлăхĕ çук. Çакна асра тытса эпир «Сăр çинчи крепоç-хула», «Санăн юррусем, Улатăр» кĕнекесем кăлартăмăр. Фольклор уявĕсене халăха пуçтарма йывăр паян. Пухăннисем вара концертран кайнă чухне тав сăмахĕ калаççĕ», - пĕлтерчĕ Вероника Алексеевна.

Чăваш Республикинчи Мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕн, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕн Альбир-хазрат Крганов муфтин шухăшĕпе - «Эпир тĕрлĕ чĕлхепе калаçатпăр, анчах тĕп чĕлхе - туслăх чĕлхи. Тымарсăр йывăç вăйсăр, вăл çимĕç кÿреймест. Çирĕп тымарли вара чечекленет. Кашни халăхăн хăйĕн культурине, йăли-йĕркине, чĕлхине упраса хăварассишĕн тăрăшмалла. Чăваш Енĕн нумай наци çыннине пĕрлештернĕшĕн мăнаçланмалла. Ку пĕрлĕхе пирĕн ачасен пуласлăхĕшĕн упрамалла. Республика малашне те чечеклентĕр, пĕрлĕхре - пирĕн вăй».

Пĕтĕм Раççейри азербайджансен конгресĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ 9 çул каялла йĕркеленнĕ. Ăна Азиз Магеррам оглы Бадиров ертсе пырать. Çак вăхăтра вĕсем чылай ĕç тунă. Çитес çул «Шупашкар-Баку» телекĕпер йĕркелесшĕн. «Чăваш Енре 23 çул пурăнатăп. Çак тапхăрта мана урăх наци çынни пулнишĕн никам та кÿрентермен», - терĕ Азиз Магеррам Оглы.

«Мăнаçлă Атăл нумай пĕчĕк юхан шыва пухнă пек Чăваш Республики 128 нацие пĕрлештерет. Раççей пысăк карап тăк Чăваш Ен - пĕчĕк кимĕ. Пирĕн çак кимме силленме, путма парас марччĕ. Ирĕклĕн иштĕр вăл малалла», - палăртрĕ Шупашкарти еврейсен наци культура пĕрлĕхĕн ертÿçи Иосиф Винокур.

Роза ВЛАСОВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
07 ноября 2012
09:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter