Патăрьел районĕ: Федосия Кузьминичнăна ял хушшинче хисеплесе Тятуç аппа тесе чĕнеççĕ

Çак кунсенче Патарьел районен Асла Чемен ял тарахенчи Тури Чакă ялĕнче пурăнакан Хомуткина Федосия Кузьминична мĕнпур тăванĕсемпе 80 çул тултарнине  паллă турĕ.  Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Медведев Гаврил Федорович тата хĕрарăмсен совечĕн членĕсем юбилей ячĕпе саламларĕç, сывлăх сунчĕç. Федосия Кузьминичнăна ял хушшинче хисеплесе Тятуç аппа тесе чĕнеççĕ. Вăл мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех ял хуçалăхĕнче тăрăшнă. Ĕçре яланах малти ретре пулнăран «Коммунизмла ĕç ударникĕ», пĕтĕм тĕнчери соцсоревновани пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх çĕнтерÿçĕ пулнă,  тĕрлĕ Хисеп хучĕсене  тивĕçнĕ. Ял халăхĕ пултаруллă çынна правлени членĕ тата  ял совет депутачĕ пулма суйланă.



08 ноября 2012
16:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter