Тăвай районĕ: чи пĕлтерĕшли – çамрăксем сывлăхлă çитĕнни

Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансемшĕн XXI ĕмĕрте тĕрлĕ енлĕ аталанма çул уçă. Ку тĕлĕшпе хул – çурăма çирĕплетмелли уйрăм спорт залĕпе площадка, ятарлă шкул та сахал мар.

   Паян вара сăмах Йăнтăрчăри информаципе культура центрĕнче уçăлакан спорт залĕ пирки. Кунта ĕнтĕ физкультурăпа спорта кăмăллакансемшĕн пур енлĕ аталанма условисем çителĕклĕ пулĕç: аэробика залĕ, волейболпа баскетбол, сĕтел çи теннисĕн секцийĕсем ĕçлĕç. Унсăр пуçне спортпа туслă çынсем валли ытти условисене те туса панă. Çуркунне валли пляж волейболĕ тата футбол площадкисене те туса пĕтерме тăрăшăпăр. Кĕçех футбол вăййи те аталанасса шанас килет.

   Апла эпир хальхи тата пулас ăрăва спорта явăçтарас тĕлĕшпе курăмлă çитĕнÿсем тăвасса шанатпăр. 



08 ноября 2012
15:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter