Елчĕк районĕ 85-çул тултарнă тĕле. Ял тăрăхĕнчи паллă çынсем

Валерий Михайлович Петров (Питрав) Çирĕклĕ Шǎхальте 1963 çулхи çурла уйǎхĕн 2 – мĕшĕнче çуралнǎ. Ялти вǎтам шкултан вĕренсе тухсан (1980) тǎван колхозра ĕçлет. 1981 – 1984çç. Лǎпкǎ океан флотĕнче хĕсметре тǎрать. 1986 – 1991 çç. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чǎваш патшалǎх университечĕн историпе филологи факультетĕнче вĕренет.

1991 çултанпа Пушкǎртстанри Пелепей хулинчи «Урал сасси» хаçатра редактор çумĕ пулса ĕçлет. Унсǎр пуçне хулари радиовещани çумĕнчи «Кǎлтǎрмач» передачǎна ертсе пырать. 1995 çултан вырǎнти Чǎваш культура обществин пуçлǎхĕн ĕçĕсене пурнǎçласа пырать, юлашки вăхăтра Президент аппаратĕнче ĕçлет.

В.Петровǎн пĕрремĕш сǎввисем 10 – 15 çул каялла районти «Колхоз ялавĕ» хаçатра кун çути курнǎ. Хальхи вǎхǎтра «Хыпар» хаçатра, «Капкǎн» журналта пичетленет. Ушкǎн авторсен «Асамат кĕперĕ» кĕнекере унǎн чылай хайлавĕ тухнǎ: «Йыхрав», «Ятсǎр сǎвǎ», «Куккук» тата ыт.те.



08 ноября 2012
10:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter