Шупашкар чи вăйлă çăмăл атлетсене йышăнĕ

Чăваш Ен тĕп хули 2015 çулта çăмăл атлетика енĕпе Европăри командăсен чемпионатне ирттерме тивĕç пулни çинчен пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Бухарестри ларăва хутшăннă ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Сергей Мельниковпа Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов унтан таврăнсан журналистсемпе пресс-конференци ирттерчĕç.

Европа ăмăртăвне ирттерме кăмăл тунисен йышĕнче 9 хула пулнă. Германири Брауншвейг ыттисенчен пур енĕпе те вăйлăрах тăк - Шупашкар та унран кая маррине кăтартса панă.

“Ку Чăваш Еншĕн питĕ пысăк çитĕнÿ. ЧР спорт министерстви, хула администрацийĕ тата РФ çăмăл атлетика федерацийĕ икĕ çул туслăн çыхăнса ĕçлени ăнăçу кÿчĕ, - терĕ Сергей Владимирович. - Малашлăхра ĕç чылай, çавăнпа паянах пуçăнмалла”.

“Ку ăмăрту Европăра чи сумли. 2009 çулта йĕркеленнĕскер Раççейре вăл пуçласа иртĕ. Унта суперлигăна кĕрекен чи вăйлă 12 çĕр-шыв командисем хутшăнаççĕ, вĕсен йышĕнче эпир те пур”, - калаçăва хутшăнчĕ хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов.

Республика умĕнчи паянхи тĕллев - чемпионата хатĕрленесси. Европăн çăмăл атлетика пĕрлешĕвĕн членĕсем пĕр саслăн пулса Шупашкар хули чемпионат ирттерме тивĕçлине пĕлтернĕ пулин те тумалли сахал мар-ха. Тĕп çитменлĕхрен пĕри - хулан Европăпа тÿрремĕн çыхăну çукки. Шупашкар аэропорчĕ ыттисенчен кая мар пулин те çак ыйтăва татса пама çăмăлах мар. Çавăнпа 2015 çулта Мускавпа Хусана çÿрекен автобуссен хушма маршручĕсене йĕркелеме палăртаççĕ. Тепĕр чăрмав - спортсменсемпе курма килекенсене вырнаçтарма хăна çурчĕ сахалли. Малтан палăртнă тăрăх ăмăрту ирттернĕ чухне чылай çын пулĕ: çăмăл атлетсен йышĕнчех кашни ушкăнра 25 хĕрарăмпа 25 арçын пулмалла, журналистсемех 500 яхăн. Ку енĕпе халех ĕçлеме тытăннă: хулара çĕнĕ пысăк çурт çĕкленет. Çăмăл атлетика пĕрлешĕвĕн членĕсем çулла Шупашкарпа паллашма килсен стадионсене ырланă пулин те хула пуçлăхĕсем вĕсене хăтлăлатма шантараççĕ.

Чемпионата хатĕрленсе хулара мĕнлерех спорт керменĕсем тума палăртнипе интересленчĕç. “Çак ĕç пуçланнă теме те юрать: Афанасьев урамĕнче маунтинбайк центрне тума пикеннĕ, çитес вăхăтра физкультурăпа спорт комплексĕн строительстви пуçланмалла. Пăр кермен те çитес çулта спорта юратакансене йышăнĕ, “Атăл” стадиона çĕнетĕпĕр”, - пĕлтерчĕ Леонид Черкесов.

Спорт министрĕ Сергей Мельников пĕлтернĕ тăрăх - чемпионатăн хăйĕн логотипĕпе талисманĕ пулĕç, вĕсене конкурс ирттерсе çирĕплетĕç.

 Андрей МИХАЙЛОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
08 ноября 2012
16:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter