Республика аталанăвĕшĕн

Ĕнер Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Шупашкар районне йĕркеленĕренпе 85 çул çитнине паллă турĕç.

Уява район пуçлăхĕ Вячеслав Рафинов уçрĕ, тĕп хула çумĕнчи ялсен историне аса илчĕ. Вун çичĕ ял тăрăхĕ 172 ялпа поселока пĕрлештерет. Кунта пурăнакансен йышĕ çуллен хушăнать. Кÿкеçсем те Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар пекех демографин лайăх кăтартăвĕпе савăнаççĕ: çуралакансем вилекенсенчен нумайрах.

Администраци пуçлăхĕ Георгий Егоров социаллă пурнăç тата экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ. «Пур енĕпе те ÿсĕмсем пур, - терĕ вăл. - Сăмахран, «Ольдеевская» агрофирма кăçал пахча çимĕç çитĕнтерме 6 гектар çинче теплица ĕçе кĕртрĕ. «Чăваш бройлерĕ» общество çуллен продукци ытларах туса илет. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çине тăнăран «Шупашкар бройлерĕ» общество хута кайрĕ. «Прогресс» тата «Чурачикское» хуçалăхсем сысна комплексĕ хăпартаççĕ. Шупашкарти электромеханика завочĕ çулталăкра потребительсем патне миллиард тенкĕлĕх тавар ăсатать. Ишлейри пысăк вольтлă аппаратура завочĕ производство калăпăшне 10 процент ытла ÿстерчĕ. Чаканарти мамăк фабрики пысăк çитĕнÿ турĕ».

Çулталăк вĕçлениччен нумай ачаллă 25 çемьене пурăнмалли вырăна лайăхлатма тÿлевсĕрех çĕр лаптăкĕпе тивĕçтереççĕ. Социаллă программăсем ытти енĕпе те пурнăçланаççĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе саламларĕ. Район 85 çул аталанса пынине, вăл республикăн экономика ăмăртăвĕнче çуллен малти вырăнсене йышăннине палăртрĕ.

Юбилее палăртма пуçтарăннисене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов та саламларĕ, Чăваш Ен ÿсĕмĕнче район ĕçченĕсен тÿпи пысăккине палăртрĕ.

Савăнăçлă лару концертпа вĕçленчĕ. Театрта пухăннисем района чапа кăларакан предприятисен таварĕпе, ал ăстисен ĕçĕсемпе кăсăклансах паллашрĕç.

 

 Юрий МИХАЙЛОВ

 





Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
08 ноября 2012
16:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter