Вăрмар районĕ: сывă пурнăç йĕркишĕн

Пысăк Енккассинчи информаципе культура центрĕнче «Сывă пурнăç йĕркишĕн» районти акци шайĕнче «Чи лайăххи - сывлăхлă пулни» ятпа тематикăллă ташă каçĕ иртрĕ. Хăнасене хапăл тăвакан Пысăкенккассисем Вăтакас, Пинер, Энĕшпуç, Карăкçырма, Уйкас ялĕсенчи çамрăксене те хутшăнтарчĕç вăйă каçне. Хĕрсем хушшинче армспорт енĕпе тупăшассипе Вăтакас хĕрĕсене çитекенни пулмарĕ. Е.Чернова, А.Георгиева, О.Филиппова вăйлăрах пулчĕç. Каччăсем хушшинче ал вăйĕпе Пинерсем палăрчĕç. А.Филиппов, В.Семенов, В.Ильин, П.Степанов ыттисемшĕн шанăç хăвармарĕç.



09 ноября 2012
08:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter