Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин «Агрофирма «Ольдеевская» акционерcен хупă обществине çитсе килнĕ

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин «Агрофирма «Ольдеевская» акционерcен хупă обществине çитсе килнĕ. «Ольдеевская» агрофирма кăçал пахча çимĕç çитĕнтерме çĕнĕ инновациллĕ проектпа реконструкциленĕ теплица хута янă. Теплицăн пĕрремĕш пайне 2010 çулта ĕçе кĕртнĕ. 2011 çулта теплицăн иккĕмĕш пайне çĕклесе лартнă, 2012 çулта виççĕмĕш теплица хута кайнă. Чăваш Ен Премьер-министрĕ хăйĕн сăмахĕнче çĕнĕлле хатĕрленĕ проекта республикăри банксем пулăшу памасăр ниепле те пурнăçа кĕртме май пулмĕччĕ тенĕ. «Шансах тăратăп,  агрофирма палăртнă çитĕнӳсемпе чарăнса тăмĕ, çитес пилĕк çултан каллех çакăн пек капмар пысăк теплицăсем хута кайĕç», - тесе палăртнă Иван Моторин. Палăртнă пулăм ячĕпе «Агрофирма «Ольдеевская»  ЗАО саламлама çĕр-шыври ытти регионсенчен хăнасем килсе çитнĕ.  «ПКФ «АГРОТИП» ООО генеральнăй директорĕ  Аркадий Муравьев Раççей шайĕнче пуçласа çакăн пек пысăк технологиллĕ теплица уçăлнине палăртнă. Фирмăн ертӳçи Евгения Беликова, ку çулта «Агрофирма «Ольдеевская» ЗАОра виççĕмĕш теплицăна хута яма  120 млн. тенкĕ укçан кредит илнине пĕлтернĕ. Пĕтĕмĕшле 2007 çултан пуçласа агрофирмăна аталантарма 400 млн. тенкĕ явăçтарнă.



09 ноября 2012
14:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter