Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

 

Шалти ĕçсен органĕсен хисеплĕ ĕçченĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тата обществăри çирĕплĕхе упраса хăварас тĕллевпе обществăри йĕркелĕхе сыхлас профессие суйласа илнĕ çынсем çак кун хăйсен уявне паллă тăваççĕ. Полици сотрудникĕн ĕçĕ халĕ те хăрушă тата йывăр. Йĕрке хуралĕнче вăй хуракан пин-пин рядовойпа офицер хăйĕн тивĕçне Тăван çĕр-шыва чунтан парăнса, чыслăн тата паттăррăн пурнăçлать. Раççей Шалти ĕçсен министерствин органĕсен ĕçченĕсем обществăри йĕркелĕхе сыхлас, йывăр преступленисене уçса парас, терроризмпа кĕрешес енĕпе ырми-канми ĕçлеççĕ. Пирĕн республикăра саккуна пăсассине асăрхаттарасси çине уйрăмах тимлĕн пăхаççĕ, çак ĕçĕн пайăр кăтартăвĕсем те пур – çул çитменнисен хушшинче преступлени тăвасси сахалланнă. Тĕслĕхрен, кăçалхи 9 уйăхра вăл 11 процент чакнă.Шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕсем хăйсен ĕçри паха та пуян опычĕпе çамрăксене туллин паллаштарма тăрăшаççĕ, пĕрлехи вăйпа тата килĕштерсе тăвакан ĕç вара хăйĕн пархатарне кÿрет. Сăмахран, 2012 çулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенчи тапхăрта, 2011 çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, преступленисене 10,4 процент сахалрах шута илнĕ. Хваттерсенчен япала вăрласси – 14,5 процент, автомобильсене хăваласа каясси – 18,8 процент сахалланнă. Полици сотрудникĕсене пурне те тÿсĕмлĕх тата саккуна пăсакансен çулне пÿлме яланах хатĕр пулма, çавăн пекех йĕри-тавралăхра пулса иртекен мĕн пур ĕç çине тимлĕрех пăхма сунатăп. Сире çирĕп сывлăх тата кил вучахĕн ăшшине туллин туйма, иксĕлми вăй-хал, çирĕп шанăç, палăртса хунă тĕллевсемпе ĕмĕтсене пурнăçлама, гражданла общество çирĕплĕхĕшĕн тата халăх пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатассишĕн тăвакан кулленхи ĕçĕрте çитĕнÿсем сунатăп.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                                                 М. Игнатьев



09 ноября 2012
08:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter