Михаил Игнатьев «Ренова Оргсинтез» АХО гендиректорĕпе Ярослав Кузнецовпа курнăçнă

Чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Ренова Оргсинтез» АХО гендиректорĕпе Ярослав Кузнецовпа курнăçнă. Тĕл пулура Ярослав Кузнецов компани «Химпром» АУО территорийĕнче водород перекиçĕн производствипе çыхăннă çĕнĕ инвестици проект­не пурнăçлама палăрт­ни çинчен пĕлтернĕ. «Сутакан продукци калăпăшне çуллен ÿстеретпĕр, эппин, бюджета хывакан налуксен виçи те пысăкланать. Производствăна çĕнетес енĕпе пысăк техника мероприятийĕсене пурнăçлатпăр», - тенĕ компани ертÿçи. Хальхи вăхăтра çĕнĕ оборудовани туянма 300 млн тенке яхăн уйăраççĕ. Михаил Игнатьев предприя­­тисенче çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă май ĕç тухăçлăхĕ тата ĕçлекенсен шалăвĕ ÿсессе шаннине палăртнă. «Çапла тусан Чăваш Ен Правительстви сирĕн пуçарусене пурнăçлас енĕпе пулăшуçă пулĕ», - шантарнă вăл. Тĕл пулура çавăн пекех «Хĕвел айлăмĕн» территорийĕнче инвестици проекчĕсене пурнăçлас тĕллевпе инженерипе коммуналлă инфратытăм тăвасси» проекта пурнăçлас ыйтусене тишкернĕ. Çав шутра - «Хĕвел» ООО тата технопаркăн ытти предприятийĕ валли «Химпром» АУОн промышленноç лаптăкĕнче водопроводпа канализацин тулашри сечĕсен строительствине васкавлăн вĕçлесси. ("Хыпар" хаçатран)

 



01 декабря 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter