Комсомольски районĕнчи право сыхлавĕн органĕсен ертÿçисен координаци канашлăвĕн анлă ларăвĕ иртрĕ

Çак кунсенче Комсомольски районĕнчи право сыхлавĕн органĕсен ертÿçисен координаци канашлăвĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унăн кун йĕркине «Çул çитменнисем преступлени тăвассине чакармалли хушма профилактика майĕсем» ыйтăва лартнă. Асăннă ыйтăва сÿтсе явма Раççей Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмне вĕренÿ, культура учрежденийĕсен ертÿçисем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем те пуçтарăнчĕç. Лару ĕçне ЧР прокуратурин çамрăксемпе тата çул çитменнисемпе ĕçлекен пай прокурорĕ В.Григорьев хутшăнчĕ. Район прокурорĕн заместителĕ Е.Илларионов хăйĕн докладĕнче кăçалхи 11 уйăхра çул çитменнисем 8 преступлени тунине, çакă 2011 çулхинчен икĕ хут нумайраххине каларĕ. Административлă явап тыттарнисен шучĕ те кăçал пĕлтĕрхинчен нумайрах. Вĕсенчен ытларахăшĕ право ĕçченĕсен аллине алкоголь шĕвекĕ ĕçнĕ хыççăн çакланнă. Çавăнпа та çамрăксене пысăк тимлĕх уйăрмаллине, право органĕсен профилактика ĕçне тата вăйлатмаллине палăртрĕ Е.Илларионов. Преступленисенчен пиллĕкĕшне обществăлла вырăнта туни те сисчĕвлентерет. «Шкулсенче, ял поселенийĕсенче тепĕр чухне профилактика ĕçне ячĕшĕн туни те тĕл пулкалать. Кун пек мероприятисен усси те пулмасть, йăнăшсене, çитменлĕхсене тишкерни кирлех», — терĕ прокурор çумĕ. Участокри уполномоченнăйсемпе тата çул çитменнисемпе ĕçлекен пайăн начальникĕ С.Прохоров тĕрлĕ профилактика субъекчĕсемпе епле çыхăнса ĕçленине, мĕнле ĕç-хĕл туса ирттернине каласа пачĕ. Паллах, шкулсенче ачасене ырăпа усала мĕн пĕчĕкрен уйăрма вĕрентеççĕ. Вĕренекенсем лайăх мар ĕçпе ан çыхланччăр тесе тĕрлĕ мероприятисем ирттерни, канăвне усăллă йĕркелес тĕлĕшпе тимлени çинче район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ Н.Максимов чарăнса тăчĕ. Райадминистраци çумĕнчи çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси председателĕ И.Миннетуллин 11 уйăхри ĕçе пĕтĕмлетсе тишкерÿ турĕ. «Паянхи куна учетра 26-ăн тăраççĕ. Вĕсенчен 22-шĕ шкулсенче вĕренет. Çак ачасем пурте тенĕ пекех — йĕркесĕр çемьесенчен. Паллă ĕнтĕ, кирек мĕнле ача та пуçламăш воспитани çемьере илет, аслисене кура хăйĕн пурнăçне йĕркелет. Анчах аслисем пур чухне те хăйсем çуратса янă чунсемшĕн кирлĕ пек яваплăх туймаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ çителĕклĕ тимлĕх уйăрманнипе тата тивĕçлĕ воспитани паманнипе ачисем шуçлак çул çине тăраççĕ. Çакăн пек ăнăçсăр çемьесене те учета илетпĕр, вĕсенчи пурăнмалли условисене тĕпчетпĕр. Шел пулин те, хăшĕ-пĕрисене ашшĕ-амăш прависĕр те хăварма тивет», — терĕ пăшăрханса Илдус Хадзятович. Ларура тухса калаçнă ытти специалистсем те кун йĕркинчи ыйтăва тĕрлĕ енчен çутат-рĕç, асăннă лару-тăрăва çăмăллатмалли майсене сÿтсе яврĕç.



10 декабря 2012
11:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter