«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн ««Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти пуçарнă «Раççей аслă шкулĕсем валли - 500 бассейн» проектпа килĕшӳллĕн Шупашкарта пĕрремĕш бассейн хута кайнă

Раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ çумĕнче бассейăнлă физкультурăпа спорт комплексĕ уçăлнă. Савăнăçлă лару-тăрăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, «Россотрудничество» Федераци агенствин ертӳçи Константин Косачев, Чăваш Республикин вăй-хал культурипе, спорт, туризм министрĕ Сергей Мельников, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн Чăваш енри уйрăмĕн  регионсен политсовечĕн секретарĕ Николай Малов, çуллахи XIV Паралимп вăййисен виçĕ хут чемпионки Елена Иванова хутшăннă. Бассенйăна Пĕтĕм тĕнчери «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политка партийĕн 2012-мĕш çулта Раççейри аслă шкулсене 500 бассейн пректпа килĕшӳллĕн хута янă. Объекта кĕске вăхăтрах çĕклесе лартнă. Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче çамрăк ăру валли сывă пурнăç йĕркине тытса пыма кирлĕ пек условисем туса парасси патшалăхăн тĕп çул-йĕрĕ пулнине палăртнă. 25 м.бассейн нихăçан та пушă ан тăтăр тесе чĕнсе каланă пухăннисен умĕнче. Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партине,   Константин Косачева, вуз ертӳçине çакăн пек пысăк проекта пурнăçа кĕртме пулăшнăшăн тав сăмахĕ каланă. Бассейна çĕклесе лартма 131,8 млн. тенкĕллĕх тăкакланнă. Михаил Игнатьев пухăннисене саламланă май, физкультурăпа спорт комплексне ноутбук парса хавхалантарнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пӳлĕмсене пăхса çаврăннă хыççăн бассейăна кĕрсе шывăн пахалăхне хакланă. Вăл палăртнă тăрăх, ытти бассейăнсемпе танлаштарсан, кунта хлоркă шăршине ятарласа пĕтерме майсем туса панине палăртса хăварнă.

 Тĕплĕнрех



10 декабря 2012
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter