Патăрьел районĕ: çамрăк çыравçăсем пухăннă

Раштав уйăхĕн çиччĕмĕшĕнче Патăрьел районĕнчи тĕп библиотекăна сăвă-калав çыракансем, поэзие юратакан шкул ачисем пуçтарăнчĕç. Тĕл пулăвăн сăлтавĕ те пысăк : «Мехел» клубăн ертÿçи Н.В Мазякова каланă тăрăх, республикăра иртекен «Çĕнĕ ятсем шыратпăр» («Открываем новые имена») конкурса районти пултаруллă ачасене явăçтарасси.

 

Мероприятие республикăри «Тантăш» хаçатăн тата «Самант», «Тетте» журналсен тĕп редакторĕ Владислав Николаев, Олеся Кувайская корреспондент, районти «Авангард» хаçатăн тĕп редакторĕ Святослав Перепелкин тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем те хутшăнчĕç.

 

Тĕл пулăва Н.Мазякова библиотекарь Валентина Алексеева сăвăçăн тата ентешĕн «Патăрьел» ятлă сăввипе уçрĕ. Конкурсăн тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ, библиотекăра йĕркеленĕ поэзие юратакансен «Мехел» клубĕ çинчен кĕскен каласа пачĕ. Вĕренекенсем пĕрин хыççăн тепри хăйсен сăвви-калавĕсене вуларĕç. Сăкăтри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта вĕренекен Тая Глухова, акă, мĕн пĕчĕкренех калавсемпе сăвăсем çырать иккен. Кĕçĕн классенче чухне чĕр чунсем çинчен çырнă пулсан, халĕ вара тарăн шухăшлă сăвăсемех шăрçалани сисĕнчĕ. Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Поляков Антон вара «К» саспаллинчен пуçланакан тафтограмма йĕркипе çырнă калавĕпе пурне те савăнтарчĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен Гаврилов Данил Яков Ухсай поэтăмăра халалласа çырнă сăввипе паллаштарчĕ.

 

«Авангард» хаçат тĕп редакторĕ, С.А.Перепелкин, çыравçăсене хăйсен материалĕсене «Авангардра» пичетлеме май пурри çинчен каласа ăнланлантарчĕ. В.Д.Николаев вара «Тантăш» хаçатăн хушма страницинче Патăрьел хыпарĕсене тăтăшах çырса тăракансен редколлегине суйлама сĕнчĕ. Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ В.В.Андреева, Чăваш Республикин журналистсен союзĕн председателĕ В.П,Комиссаров тата хăй,«Тантăш» редакторĕ В.Д.Николаев алă пусса çирĕплетнĕ сертификатсем парса чысларĕ. Патăрьел районĕнчи кашни шкултах çамрăк корреспондентсен пункчĕ уçăлнине ĕнентерекен документ ĕнтĕ ку. Сертификатра кашни пунктăн хăйĕн ятарлă номерĕ пур. Çак яваплă хута алла илнĕ хыççăн çамрăк çыравçăсем кашни шкултанах «Тантăш» валли пĕрер корреспондент суйларĕç, малашне кам мĕнле ыйтупа çырассине хăйсем хушшинче сÿтсе яврĕç. Мероприятие хутшăнакансене республикăн тĕп хулинчен килнĕ хăнасем çĕнĕ кĕнеке, хаçат-журнал парнелесе чысларĕç.



11 декабря 2012
10:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter