Федераци Канашĕн Председателĕ йĕркелесе пынă Наукăпа-эксперт канашĕн ларăвĕнче Михаил Игнатьев тухса калаçнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Канашĕн Председателĕ çумĕнчи Ăслăлăх-эксперт канашĕн членĕсемпе, регионсен ертÿçисемпе, бизнес тата общество представителĕсемпе, ăслăлăх эксперчĕсемпе пĕрле унăн ĕçне хутшăннă. Ларăва биоэкономика сферинчи саккунлăха çĕнетсе улăштарассине, çавăн пекех çĕр-шыв регионĕсенче биотехнологие пурнăçа кĕртмелли çул-йĕрти çивĕч ыйтусене татса парассине халалланă. Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко ларăва уçса çĕнĕ технологисене анлăн пурнăçа кĕртни технологин çĕнĕ йĕрки çине куçмалли тапхăрăн пĕлтерĕшлĕ условисенчен пĕри пулнине палăртнă. «Çут çанталăкăн пуян ресурссемлĕ, пысăк квалификациллĕ кадрсемлĕ, ăслăлăхăн мухтавлă шкулĕсемлĕ Раççей çак процесран аякра тăрса юлаймастех», - палăртнă Валентина Ивановна. Унăн шухăшĕпе Раççей Федерацийĕнче 2020 çулчченхи тапхăрта биотехнологие аталантармалли комплекслă программăна /БИО2020/ пурнăçлама правăн çирĕп никĕсĕ кирлĕ. «Асăннă сферăна аталантармашкăн патшалăх пулăшăвне ÿстерме, наука-техника тĕпчевĕсене тата пулас биоэкономикăн тĕп никĕсне хатĕрлесе инвестици хывма саккун хатĕрлемеллех», - тенĕ Валентина Матвиенко. Вăл каланă тăрăх «БИО2020» программăна пурнăçа кĕртессине малтанах регион шайĕнче тĕрĕслесе пăхмалла. Федераци субъекчĕсен биотехнологие аталантармалли хăйсен программине хатĕрлемелле, федераци органĕсен регионсен пуçарăвне тĕрлĕ енлĕн пулăшса тăмалла, мероприятисен координацине сăнамалла. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре 2011 çултанпа агропромышленноç комплексĕн биотехнологие аталантаракан производствăна сарса пыракан, унăн çĕнĕ енĕсене йĕркелекен тата туса илнĕ ял хуçалăх продукцине туллин тирпейлекен предприятийĕсене патшалăх енчен пысăк пулăшу кÿнине палăртнă. Ку ĕçе пур муниципалитетра та пурнăçлаççĕ. Республикăра биотехнологие аталантарассипе аван ĕçленине «БиоЭкоПолиссем» /территорие наукăпа килĕшÿллĕн йĕркелени/ туни те çирĕплетет. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев биотехнологи сферинчи инвестици проекчĕсене пурнăçлассинче паянхи кун Раççей тата ют çĕр-шыв инвесторĕсен хастарлăхне чакарма пултаракан теветкеллĕх чылаййине палăртнă. «Çавăн пек теветкеллĕх шутне производствăн халĕ ĕçлекен объекчĕсене юсаса çĕнетнĕ тата çĕннисене тунă чухне килĕшÿ алгоритмĕн йывăрлăхне, инфратытăмпа туллин паллашма чарнине, çĕнĕрен тăвакан производствăна банк енчен финанслассин чаракĕ пуррине кĕртме пулать», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Михаил Васильевич çавăн пекех биотехнологи лайăх аталантăр тесен федерацин хăш-пĕр саккунне улшăнусемпе хушăмсем кĕртме кирли, аслă шкулсен, тĕпчев организацийĕсен никĕсĕ çинче специалистсем хатĕрлекен, квалификацие ÿстерекен вĕрентÿ центрĕсем уçмалли, генетика-модификаци организмлĕ продукцин таможня пошлинине ÿстермелли çинче чарăнса тăнă. Ăслăлăх-эксперт канашĕнче федераци министерствисемпе ведомствисен, биологипе биохими тĕпчев институчĕсен представителĕсем доклад вуланă. 

 Тĕплĕнрех



11 декабря 2012
14:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter