Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Анхойзер – БУШ ИнБев» компанийĕн вице-президенчĕпе Андрей Губкапа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ

Раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  «Анхойзер – БУШ ИнБев» сăра туса кăларакан компанийĕн вице-президенчĕпе Андрей Губкапа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Калаçăва «САН ИнБев» ОАО директорĕ Петр Зайченко, Çĕнĕ Шупашкарти  «САН ИнБев» ОАО филиалăн директор ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Юрий Горбунов,  Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илĕвĕн министрĕ Алексей Табаков хутшăннă. Тĕл пулура предприятин малашнехи аталанăвĕн çул-йĕрне пăхса тухнă. Андрей Губка предприятии нимĕнле йывăрлăхсене пăхмасăр, Çĕнĕ Шупашкарти филиал палăртнă пайра ăнăçлă ĕçлекенсен шутĕнче тăнине палăртса хăварнă. Михаил Игнатьев малалла та май килнĕ таран завода кирлĕ пек пулăшу пама  хатĕр пулнине çирĕплетнĕ. Тĕплĕнрех



11 декабря 2012
08:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter