Кун йĕркинче - пĕлтерĕшлĕ ыйтусем

Раштавăн 10-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Чăваш Республикинче 2012 çулхи кăрлач-чÿк уйăхĕсенче пурăнмалли çурт-йĕр туни çинчен Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Громов пĕлтернĕ. Докладпа килĕшÿллĕн кăçалхи 11 уйăхра республикăра тĕрлĕ çăл куç шучĕпе 582 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр /иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 86,5%/ хута янă. Пурăнмалли çурт-йĕр тăвас енĕпе Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар районĕсем, Улатăр, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Шупашкар хулисем юлса пыраççĕ.

Раштав уйăхĕнче хута яма палăртнă çуртсене шута илсен 2012 çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх 800 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр çĕклеме пăхнă, çакă палăртнă калăпăшран 14,8% сахалрах. Çапах та Чăваш Ен кашни çын пуçне пурăнмалли çурт-йĕр хута ярас енĕпе федерацин Атăлçи округĕнче малта пырать. Владимир Громов пĕлтернĕ тăрăх - Шупашкара Раççейре эконом-класлă çурт-йĕр тăвас тĕлĕшпе «пилот» проекта хутшăнма суйласа илнĕ хуласен шутне кĕртнĕ.

Социаллă сфера ĕçченĕсен хăш-пĕр категорийĕн вăтам ĕç укçин мониторингĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе Федерацин патшалăх статистика службин территори органĕн ертÿçи Эльвира Максимова паллаштарнă.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн расчетсене ĕçе кĕртмелли малашлăх çинчен Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕн управляющийĕ Вячеслав Александров каласа панă. Çакна палăртнă: Шупашкарта «Расчетпа касса центрĕ» АУО йĕркелени проекта хутшăнакан управляющи компанисен /пурăнмалли çурт-йĕр харпăрлăхçисен юлташлăхĕсен/ квитанцийĕсем тăрăх пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлевсене комиссисĕрех Перекет банкĕн мĕн пур филиалĕ, банкомачĕ тата терминалĕ урлă куçарма май парать. Çав шутра - банкăн Шупашкарти 37 филиалĕ, Чăваш Республикин территорийĕнчи тивĕçтерекен 592 хатĕр.

Михаил Игнатьев муниципалитетсен ертÿçисене урамсене тасатса тăракансен ĕç укçине ÿстермешкĕн пулăшма ыйтнă.

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
11 декабря 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter