Пурнăçа илем кÿреççĕ

Пĕр шухăшлă, мал ĕмĕтлĕ, ăнтăлуллă хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ йĕркеленнĕренпе çур ĕмĕр иртрĕ. Унăн тĕллевĕ - ачалăхпа амăшлăха хÿтĕлессипе, çемье йăли-йĕркине, пуянлăхне упрассипе, аталантарассипе çыхăннă ыйтусене татса памашкăн хутшăнасси.

Кăçал республикăри хĕрарăмсен канашĕ «Ренова» ыр кăмăллăх фончĕн «2012 çулхи социаллă проектсен ярмăркки» конкурсĕнче хевтесĕрсене реабилитацилес, вĕсене сывă пурнăçа интеграцилес енĕпе 450 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илчĕ: юпа уйăхĕнче Шупашкарта сусăр ачасем валли «Юмах тĕнчи» фестиваль иртрĕ, Наци библиотекинче йĕркеленĕ «çавра сĕтел» хушшине социаллă службăсемпе театрсен Мускаври тата Чăваш Енри хастарĕсем пĕрле пухăнса çул çитмен инвалидсене пулăшмалли ыйтусене тишкерчĕç.

Хĕрарăмсен юхăмĕн район-хулари пĕрлĕхĕсен пуçарулăхне пархатарлă ĕç-хĕлĕ çирĕплетет. Тĕллевĕсем пĕрешкелех вĕсен, çавăнпа пĕрлех расналăхсем пуррине те палăртмаллах. Тĕслĕхрен, Улатăрсем çамрăк ăрăва ăс-хакăлпа кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен тĕрĕс воспитани парас енĕпе кăтартуллă ĕçлеççĕ. Ултă çул каялла вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕ çумĕнче уçнă кабинет тĕн çыннисене хутшăнтарса хĕрсемпе каччăсен чунне тĕрĕклетекен тĕрлĕ мероприяти йĕркелет. Паломниксен çÿревне тухаççĕ кунта, Раштав вулавĕсене хутшăнаççĕ, ачасен «Благовест» православи лагерьне, славянсен çырулăхĕпе культурин кунĕсене йыхравлаççĕ. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ çарпа патриот вăййи иртет.

Шупашкарсем вара 2006 çултах ясли-садсенче вырăн çитменни пирки çивĕч калаçма пуçланă. Ку енĕпе пĕрлехи вăйпа, çав шутра федераци укçи-тенкине хутшăнтарса, ĕçлеме сĕннĕ. Усси куç умĕнчех: ача-пăча учрежденийĕсем çĕкленеççĕ, унчченхисене çĕнетсе улăштараççĕ. 2012 çулта хулара 24039 шăпăрлан 128 ясли-садике çÿрет е 1-6, 5 çулсенчи ачасен 75% шкул умĕнхи вĕренĕве илет. Çемье сачĕсем пурри те савăнтарать: унашкалли пиллĕк, вĕсем 17 тĕпренчĕке йышăннă. Çапах та лăпланма иртерех, ясли-садик кĕтекен тата 17726 ача. Апла тăк ку енĕпе малалла тимлĕрех пулмалла. Хулари хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ирина Клементьева палăртнă тăрăх - çывăх вăхăтрах шкулсем çитменни те çивĕчленес хăрушлăх пур.

Етĕрне районĕнче ялти хĕрарăмсен пуçарулăхне ÿстерессине тивĕçлипе хаклаççĕ: вулавăшсенче чун туртăмне кура уçнă клубсенче вĕсем ал ĕçĕпе киленÿ илнисĕр пуçне ÿнер пултарулăхĕн çĕнĕ мелĕпе паллашаççĕ, хушма хуçалăх ыйтăвĕсене сÿтсе яваççĕ, воспитани темипе калаçаççĕ, сывă пурнăç йĕркине ăша хываççĕ. Çакнашкал пĕрлешÿсене аслă ăру çыннисем кăна мар, çамрăксемпе вăй питти ÿсĕмрисем те туртăнаççĕ.

Муркашсем çемье ăшшине упрас, ырă йăли-йĕркине чĕртсе тăратас енĕпе кăтартуллă: йышлă çемьесене, ятлă-сумлă амăшĕсене чаплă лару-тăрура чыслаççĕ, çемье институтне тĕреклетме пулăшакан тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Хĕрарăм тимлĕхĕ кил-çурта ăшăтнине, хăтлăх кÿнине, унăн ырăлăхĕ çамрăк ăрăва паха витĕм кÿнине, ăслăлăхĕ хирĕç тăрăва сирме пултарнине, чун илемĕ тăнăçлăхпа йĕркелĕх парнеленине хаклама пĕлеççĕ.

Патăрьел тăрăхĕнче нумай ачаллă çемьесем 600 яхăн. Çав шутра 85-шĕнче 4 тата ытларах ывăл-хĕр çитĕнет. 36 çемье 58 ачана хăй хÿттине илнĕ, 30 тăлăх - опекăра, попечительлĕхре. Республика программине пурнăçласа юлашки 3 çулта йышлă 10 çемьене çуртпа тивĕçтернĕ. «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕнче пухнă укçаран 34 çемьене 94 пин ытла тенкĕлĕх пулăшнă.

Çак тата ытти тĕслĕхе илсе кăтартрĕç иртнĕ эрне кун Шупашкарти ачасемпе çамрăксен керменĕнче пухăннă хĕрарăмсен канашĕн XVI съездне хутшăннисем асăннă юхăмăн председателĕ Ольга Зайцева 2009-2012 çулсенчи ĕç-хĕлĕ пирки тунă доклада сÿтсе явнă май. «Паян пирĕн организаци республикăри общество пурнăçне пуçаруллă хутшăнакансенчен пĕри шутланать. Хĕрарăмсен канашĕсене район-хулара пуринче те, 278 ял тăрăхĕнче тата предприяти-организацире йĕркеленĕ. Кăçалхи юпа-чÿк уйăхĕсенчи отчетпа суйлав пухăвĕсенче вĕсен тытăмĕсене çĕнетнĕ. Тĕллев - общество организацине кашни ял тăрăхĕнче, ĕç коллективĕнче вăй илтересси, - терĕ Ольга Юрьевна. - Пирĕн юхăмăн вăйĕ иксĕлми. Пĕрле эпир тĕнчене ырăрах тума, пурнăçа илемлетме пултармаллах».

Пухăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ, канашăн пуçарулăхне пысăка хурса хакларĕ, Чăваш Енĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ йышăнăвĕсене ырă витĕм кÿнине палăртрĕ. «Кăçал эпир 20 çул хушшинче пĕрремĕш хут демографи ÿсĕмне турăмăр: çулталăк пуçланнăранпа иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен çут тĕнчене 1036 ача ытларах килнĕ. Ку кăтартупа мăнаçланма пултаратпăр», - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Вăл республикăри хĕрарăмсен канашне Тав çырăвĕпе чысларĕ, малашне те тăван халăхăмăр ырлăхĕшĕн пĕрле ăнăçлă ĕçлессе шаннине пĕлтерчĕ.

Делегатсем пĕр кăмăллă пулса хĕрарăмсен канашĕн отчетлă тапхăрти ĕçне вăтам хакларĕç, интернат шкулсенчен вĕренсе тухакансене тата саккуна пăхăнса пурăнайман ачасене патронажа илессине йĕркелеме, «Çире пур пике» фестивале, ашшĕсен, аслашшĕ-кукашшĕ, асламăшĕ-кукамăшĕ ячĕпе ятарлă уявсем çулленех ирттерме йышăнчĕç.

Ят-сумлă хастарсене правлени тата ревизи комиссийĕн çĕнĕ йышне кĕртрĕç, организацие тепĕр 3 çул ертсе пымашкăн Ольга Зайцевăнах шанчĕç. Асăннă юхăм ыр кăмăллăх ĕçне пуçаруллă хутшăнать пулин те халĕччен унăн ятарлă фонд пулманччĕ. Вăл кирлĕ пулнине палăртса делегатсем общество организацийĕн Уставне улшăну кĕртрĕç, тивĕçлĕ тытăм туса хума йышăнчĕç, унăн Попечительсен канашне Лариса Игнатьева ертсе пырĕ.

Валентина СМИРНОВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
11 декабря 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter