Бассейн - тĕнче шайĕнче

Раштавăн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин «Россотрудничество» агентствин ертÿçипе Константин Косачевпа тĕл пулнă. Косачев кăçалхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче республикăпа агентство хушшинче алă пусса çирĕплетнĕ Килĕшĕве мĕнле пурнăçлани çинчен каласа панă.

«Шупашкарта эпĕ программа усă кÿтĕр тесе чăвашăн çамрăк ертÿçисемпе тĕл пулатăп. Республикăра пирĕн кăтартмалли пурах», - тенĕ Федераци агентствин ертÿçи. 2013 çулта çак программăна 650 çын хутшăнма пултарать, 2014 çултан пуçласа - çулталăкне 1000 çын таран. Константин Косачев палăртнă тăрăх - Чăваш Ен нумай проекта, çав шутра «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти пуçарнă «Раççей аслă шкулĕсем валли - 500 бассейн» проекта та, ытти регионран хастартарах хутшăнать.

«Пирĕн проектсем, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти сĕннисем те, паян пурнăçа кĕреççĕ. Çĕнĕ Шупашкарта йăлари хытă каяшсен полигонĕ патне пымалли çула тума 213 млн тенкĕ уйăрнă, Çĕнĕ хулана илсе çитерекен çул строительствине вĕçленĕ, микрорайонта хăйĕнче çулталăк вĕçлениччен 240 хваттер хута ярĕç, çитес çул - 500 хваттер. Вăтам ĕç укçин çулталăкри ÿсĕмĕ 17,5% яхăн пулĕ, ача сачĕсен воспитателĕсен - 67%», - çулталăкăн хăш-пĕр пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă республика Пуçлăхĕ.

К.Косачев Шуршăлти Космонавтика музейне сайра тĕл пулакан документ панă. Ку - 1962 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Хĕрлĕ лапама кĕме ирĕк панă хут. Ун чухне Андриян Николаевпа Павел Попович космонавтсем пынине халалласа Мускаври ĕç çыннисен митингĕпе демонстрацийĕ иртнĕ. Документа К.Косачева Мускав хĕрарăмĕ панă. Республика Пуçлăхĕ çак хĕрарăм валли Чăваш Ен символикиллĕ сехет парнеленĕ.

Çав кунах Михаил Игнатьев тата Константин Косачев И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физкультура тата сывлăха çирĕплетмелли комплексĕн бассейнне уçма хутшăннă. Унта çавăн пекех ЧР спорт министрĕ Сергей Мельников, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш регион уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ Николай Малов, çуллахи XIV Паралимп вăййисен виçĕ хут чемпионки Елена Иванова хутшăннă.

ЧР Пуçлăхĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партие, К.Косачева, педуниверситет ертÿлĕхне «Раççей аслă шкулĕсем валли - 500 бассейн» проекта пурнăçлама пулăшнăшăн тав тунă. Бассейн хакĕ 131,8 млн тенкĕпе танлашать, 64 млн тенке яхăн - федераци бюджетĕнчен, 39 млн - республика бюджетĕнчен, 28,8 млн тенкĕ педагогика университечĕ хăй уйăрнă. Михаил Игнатьев аслă шкулăн физкультура тата сывлăха çирĕплетмелли комплексне ноутбук панă.

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
11 декабря 2012
09:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter