Элĕк районĕ: ĕçсĕррисене пулăшаççě

Кăçалхи вун пěр уйăхра Вăрнарти халăха ĕçе вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен центра (Элĕк сали) ĕç шыраса 704 çын пынă. Çав йышран хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен тухнисем – 21 процент, организацисене пĕтернипе тата штата кĕскетнипе ĕçсĕр юлнисем – 5,7, уйрăмах социаллă хÿтлĕх кирлĕ категорири граждансем (нумай ачаллă тата пĕччен ашшĕ-амăшĕсем, инвалидсем, ирĕкрен хăтарнă çĕртен килнисем, çар службинчен таврăннисем) – 5,1 процент. Центра пулăшу ыйтма пынисенчен 48,9 проценчĕ – хĕрарăмсем, 34 проценчĕ – 16-29 çулсенчи çамрăксем, 2,8 проценчĕ – пенси умĕнхи ÿсĕмри граждансем.

2011-2013 çулсенче Чăваш Республикинчи çынсене ĕçе вырнаçтарас енĕпе ведомствăри тĕллевлĕ программăна пурнăçлас енĕпе мерăсем йышăнса, кăçалхи кăрлач-чÿк уйăхĕсенче 655 çынна ĕç тупса панă. Çав шутран 182-шне яланлăхах ĕçе вырнаçтарнă, 87 çынна обществăлла ĕçсене, 12-шне вăхăтлăх ĕçе янă, 3-шне, вăтам професси пĕлĕвĕн вĕренÿ учрежденийĕсенчен вĕренсе тухнă 18-20 çулхисене те, вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтернĕ.

14-18 çулсенчи çула çитмен 330 çамрăка вĕренÿ вăхăтĕнчи пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕç панă. 19 çынна Раççей Федерацийĕн ытти регионĕсенче ĕçе вырнаçтарнă.

Ĕçсĕр юлнă 1 çынна, уйрăм предприниматель шучĕпе регистрацилесе, 800 тенкĕлĕх финанс пулăшăвĕ панă. Предпринимательство ĕçне йĕркелеме 3 çынна 58,8 пин тенкĕлĕх субсидипе тивĕçтернĕ. Республикăри ĕçе вырнаçтарас енĕпе ĕçлемелли тĕллевлĕ программăна тĕпе хурса декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕр инвалида хуралçăна, тепĕр нумай ачаллă ашшĕне слесаре, виççĕмĕшне, ача-инвалида пăхакана, водителе вырнаçтарнă.

Кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, ĕçе вырнаçтаракан центрта учетра тăракан ĕçсĕррисем 45 çын шутланаççĕ.



13 декабря 2012
16:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter