Тăвай районĕ: илеме куракан ача

Элпуçĕнчи вăтам шкулта пултаруллă ача сахал мар. Вĕсен йышĕнче – 5 класри Никита Максимов. Вăл вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пырать. Никитăн дневникĕнче “тăваттă” тата “пиллĕк” паллăсем çеç. Спортпа туслă, футбол вăййине кăмăллать, хĕлле йĕлтĕр çине тăрса тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнать, илемлĕ ÿкерет.
Çут çанталăкăн кашни вăхăтнех килĕштерет. Тавралăх илемĕпе киленме те пĕлет ача. Çак илеме вара хут çине куçарма юратать, çавăнпа ÿнерçĕ профессине алла илес ĕмĕтпе пурăнать. Çавна май вăл тĕрлĕ конкурссене питĕ хастар хутшăнать.
Акă нумаях пулмасть “Чувашсетьгаз” уçă акционерлă общество республикăра ирттернĕ “Юрататăп сана, тăван ен” конкурсра Никита çĕнтерÿçĕсен йышне кĕчĕ. “Тăван тавралăх илемĕ” номинацире унăн ĕçĕ пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Пултаруллă ачан ÿкерчĕкне Санкт–Петербургри Раççей шайĕпе иртекен конкурса тăратнă. Унта 68 регионтан хутшăннă 250 ĕç хушшинче те малти вырăна тухнă. Уншăн ăна “Газпромăн” Тăвай районĕнчи газ участокĕн начальникĕ Владимир Иванович Семенов хаклă парне – “Sonu” фотоаппарат тата диплом парса хавхалантарнă. Никита тĕрлĕ япала ăсталама та юратать, техникăпа кăсăкланать. Вăл ашшĕн сылтăм аллиех, çуллахи каникул кунĕсенче унпа пĕрле платник ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене хăнăхса пырать. Тĕрлĕ енлĕ ăсталăха алла илни малашнехи пурнăçра кирлĕ пулассине халех туйса ÿсет.
Çавăн пек маттур ача вăл, Никита Максимов. Ăна малашне те ăнăçусем сунас килет.


13 декабря 2012
17:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter