Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсемпе пресс-конференци ирттернĕ
Раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсемпе пресс-конференци ирттернĕ. Калаçăва 40 ытла журналист хутшăннă, вĕсен шутĕнче республикăри тата федераллă МИХсем. Журналистсене ял хуçалăх, промышленноç, социаллă витĕмлĕ проектсем пурнăçа еплерех кĕрсе пыни, коррупципе çыхăннă ыйтусем кăсăклантарнă. Михаил Игнатьев журналистсене влаç органĕсен ĕçĕсене вăхăтра кирлĕ пек çутатса панишĕн, кирлĕ пулсан хăшне-пĕрне критиклесе илнишĕн те тав сăмахĕ каланă. Тепĕр чух йăнăшсене калани те ĕçре лайăхрах ĕçлесе пыма пулăшнине палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче иртсе каякан çул кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăнă, пĕтĕм макроэкономикăра ӳсĕмсем тунине пĕлтернĕ. Республика Пуçлăхĕ бюджет ĕçченĕсен шалу укçине ӳстерессипе Правительство хăш-пĕр уйрăм йышăнусем туни çинчен каланă. «Советская Чувашия» хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Александр Белов партисемпе çыхăннă ыйтусем тавра калаçу хускатнă. Михаил Игнатьев ыйтăва хуравланă май, мĕнпур партисен представителĕсемпе те тĕл пулса калаçни çинчен пĕлтернĕ. Пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлени палăрать. Паллах, хăш-пĕр чухне кăлтăксем те сиксе тухаççĕ, анчах та яланах «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти кирлĕ пек йышăнусем туса хăварма тăрăшать. Пресс-конференци ĕçĕнче Михаил Игнатьев ял хуçалăхне аталанма пысăк пулăшусем кӳнине палăртса хăварнă. Тĕл пулура нумай ыйтăва хуравлама тивнĕ. Пурĕ республика Пуçлăхне 35 ыйту панă. Кашни ыйту хăйĕн хуравне тупнă. Тĕплĕнрех