Каçал Ен районĕ: малтанхи пăр – питĕ ултавлă

Кÿлĕсемпе пĕвесенче пăр шăнасса кам кĕтмест-тĕр: кашниех коньки сырса ярăнасшăн, хаккейла та вылясшăн. Пулăçсем те хĕллехи тапхăра чăтăмсăррăн кĕтеççĕ: вакă касса вăлта хулкки вылянине сăнанине мĕн çиттĕр? Малтанхи пăр – питĕ ултавлă. Пăхсан çирĕп пек курăнать пулин те, вăл, çын йывăрăшне чăтаймасăр, кирек хăш самантра çурăлса кайма пултарать: кĕтмен инкек куç кĕретех. Енчен юнашар е çывăхра никам та пулмасан? Çÿхе пăр ачасемшĕн уйрăмах хăрушă. Çавăнпа ку тĕлĕшпе ашшĕ-амăшĕн тимлĕ пулмалла, пăр хулăн шăнса çирĕпленмесĕр хăйсен тĕпренчĕкĕсене коньки сырма иртереххине асăрхаттарсах тăмалла. Пăр шăнсан та кÿлĕ-пĕве таврашне пĕччен каймалла мар. Инкек тени яланах кĕтмен çĕртен сиксе тухать. Енчен те çын путма пуçларĕ пулсан мĕн тумалла-ха; Пĕрремĕшĕ – çухалса каймалла мар, малтанхи пулăшу пама тăрăшмалла. Путакан е шыва кĕрсе ÿкнĕ çынна çăлма пăр тăрăх хырăмпа шуса пымалла, вăл тытма пултартăр тесе пĕр-пĕр япала ывăтса памалла: вăл пăр çине тухма пултартăр. Халĕ кашни çыннăнах мобильлĕ телефон пур. Шыва кĕрсе ÿкнĕ çынна хăвăр вăйăрпа çăлма май çуккине туйса илсен, çийĕнчех шăнкăравласа пулăшу ыйтăр. Васкавлă пулăшу чĕнсен те лайăх.  Çавах та чи кирли – асăрханулăх. Çÿхе пăр ултавлă пулнине, пурнăçшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратнине самантлăха та манас марччĕ. 



14 декабря 2012
11:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter