Сĕт пахалăхĕнчен пуçласа дзюдо таран

Министрсен Кабинечĕн Иван Моторин премьер ертсе пынипе иртнĕ ĕнерхи ларăвĕ тавлашусăр-мĕнсĕр пулчĕ. Унта тишкернĕ ыйтусем пирки те кулленхисем темелле. Анчах ку, паллах, вĕсем пĕлтерĕшсĕррине пĕлтермест.

Республикăн 2013 çулхи тата планпа пăхнă 2014, 2015 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккуна пурнăçламалли мерăсене тишкерчĕç. Вице-премьер - финанс министрĕ Михаил Ноздряков палăртнă тăрăх - бюджетăн социаллă тĕллевлĕхне упраса хăварнă. Çак туртăм малашне пушшех вăй илĕ. Калăпăр, çитес çулхи бюджетăн социаллă тăкакĕсен тÿпи 64% яхăн, 15-мĕш çулта вара çак кăтарту 71% урлă каçĕ. 13-мĕш çул валли бюджет дефицитне 1,8 млрд тенкĕ ытларах çирĕплетнĕ. Саккуна пурнăçламалли мерăсене ырларĕç.

Чăваш Енĕн 2013-2020 çулсенче ял хуçалăхне аталантармалли патшалăх программи тавра тĕплĕрех калаçу пулчĕ. Вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов хăйĕн докладĕнче агропромышленноç комплексне аталантармалли нацпроекта пурнăçлама тытăннăранпа отрасльте чылай улшăну пулни çинчен каларĕ. Инвестицисен калăпăшĕ пысăкланнă. Министерствăн юлашки çулсенчи инвестици портфелĕ 35 млрд тенкĕрен иртнĕ. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ял хуçалăхĕпе çыхăннă 143 объект хута янă.

Çакă отрасль ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсенче те палăрать. Кашни çул - ÿсĕмлĕ. 2010 çул кăна çак ретрен тухса ÿкнĕ. Ун чух, паллă, ытла та шăрăх пулчĕ - ял хуçалăхĕ такăнчĕ. Паян вара апат-çимĕçĕн тĕп тĕсĕсем енĕпе Чăваш Ен хăйне туллин тивĕçтерет. Программăра çĕнĕ çул-йĕрсем те палăртнă, вĕсем отрасль конкурентлăхне çĕклеме тивĕç. Тĕп ĕçсен шутĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине вăй парасси, çавăн йышши ытти тĕллев кăна мар - хресченĕн тупăш шайне ÿстересси, ялсен территорийĕсене аталантарасси те.

Министр халĕ 14-20-мĕш çулсем валли патшалăхăн çĕнĕ программине хатĕрлени çинчен пĕлтерчĕ. Унта та çĕнĕлĕхсем пулаççĕ: ялсен аталанăвне хавхалантарасси, малашлăхлă проектсене грантсемпе пулăшасси. Халăх пултарулăхне тĕревлесси таранах шута илнĕ. Уйрăм тĕллевсем валли уйăракан субсидисем пысăкланаççĕ. Калăпăр, халĕччен 45% пулнă, 70% таранах ÿстересшĕн. Субсиди уйăрмалли йĕрке те улшăнать. Сăмахран, укçана сухалакан-акакан çĕрсен лаптăкне кура парасшăн.

Сĕтĕн сутакан пĕр килограмĕ пуçне субсиди парасси кăçал вăя кĕчĕ. Сергей Владимирович палăртнă тăрăх - чи пысăк сортлă сĕтшĕн тÿлекен субсиди виçи те пысăкрах. Анчах хальлĕхе çавнашкал паха сĕт республикăра пĕтĕмĕшле калăпăшăн 10% кăна танлашать иккен. Пахалăх тенĕрен, тивĕçлĕ оборудовани пурри пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Сĕте витрене суни унăн пысăк пахалăхне тивĕçтермест», - терĕ министр. Эппин, ку енĕпе ĕçлемелле, çакă ял çыннисен тупăшне тÿрремĕнех витĕм кÿрĕ. 20-мĕш çул тĕлне ял хуçалăхĕнчи ĕç укçи хальхинчен 2 хут пысăкланмалла.

Иван Моторин программăра чĕр тавар тирпейлессин кăтартăвĕсене ял хуçалăхĕн ытти ĕç-хĕлĕпе танлаштарсан пысăкрах хăвăртлăхпа ÿстерсе пыма палăртнин сăлтавĕпе кăсăкланчĕ. Сергей Павлов хуравланă тăрăх - федераци çăл куçĕсенчен шăпах çак енĕпе ытларах укçа уйăрма тĕллев тытнă, ку пирĕн патра та чĕр тавара тирпейлессине вăй пама тивĕç.

Министр шухăшĕпе - ку енĕпе пирĕн резервсем пур. Паян Чăваш Енрен сĕтĕн пысăк пайне тирпейлемесĕр илсе тухаççĕ. Тирпейлесе сутни, паллах, хуçалăхсемшĕн тупăшлăрах.

Ял хуçалăх çĕрĕсен лаптăкĕсене ытти тĕллев валли куçарма йышăнчĕç. Икĕ лаптăк - çурт-йĕр тума. Пĕри Пăрачкав ял тăрăхĕн чиккине кĕрет. Унта маларах комплекслă майпа çурт-йĕр тунă, ĕçе малалла тăсма çĕр кирлĕ. 35 гектар йышăнакан хушма лаптăк 157 уйрăм çурт тума май парĕ. Тепри - Шупашкар районĕнчи Çĕктер ял тăрăхĕнче. Лаптăкĕ уйрăм çын харпăрлăхĕнче-мĕн, хуçи ăна çурт-йĕр тума куçарса сутасшăн. Вăл çав территорири икĕ лаптăка нумай ачаллă çемьесем валли республикăна тÿлевсĕрех пама килĕшнĕ.

Тен, çакă витĕм кÿчĕ пуль - юлашки вăхăтра кунашкал ыйтусем çивĕч калаçу çуратаканччĕ, хальхинче вара Правительство членĕсем ыйтупа çăмăллăнах килĕшрĕç. Чăн та, çав лаптăкра çурт-йĕр тăвассине хăвăртлатмалли пирки асăрхаттару пулчĕ. Малтан 5 çул тесе палăртнă - 3 çул кăна хăварма сĕнчĕç.

Чуварлейри туберкулезран сиплекен санаторие республикăн туберкулезпа кĕрешекен диспансерĕпе пĕрлештересси ыйту çуратмарĕ. Пĕр тытăм туса хуни, вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова палăртнă тăрăх - укçа-тенкĕпе тухăçлăрах усă курма май парĕ. Физкультурăпа спорт министерствин ачасемпе çамрăксен Олимп резервĕсен ятарлă самбо спорт шкулĕн ятне улăштарассине те хăвăрт татса пачĕç. Тĕрĕссипе, ячĕ улшăнать тени те ытлашширех - самбо çумне «дзюдо» сăмах кăна хушăнать. Спорт министрĕ Сергей Мельников çакăн сăлтавне уçăмлатрĕ: Олимп вăййисен шутне кĕрекен спорт тĕсĕсем тĕлĕшпе кăна «Олимп резервĕсен» теме юрать-мĕн, самбо вара çав ретре мар, дзюдо хушăнни ку енĕпе вырăнлă. Тепĕр енчен, спортсменсене дзюдо енĕпе те хатĕрлеме пуçлани пулас олимпиецсен организацийĕсен тивĕçлĕ реестрне кĕме май парать. Эппин, укçа-тенкĕ ытларах илес шанăç та пур-тăр.

Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина республика территорийĕнчи строительство валли йышăнман ирĕклĕ çĕр лаптăкĕсен пĕрлехи информаци ресурсне йĕркелес ыйтупа сăмах илчĕ. Вăл кирли куç кĕрет. Çак ресурсра республика, муниципалитетсен харпăрлăхĕнчи пушă çĕрсем пирки тулли информаци пулмалла: кадастр номерĕ, лаптăкĕ, усă курас енĕпе йышăннă чарусем, инженери инфратытăмĕ пурри-çукки тата ыт. те. Ăна ĕç тăвакан влаçăн официаллă порталне вырнаçтарĕç. Çакнашкал тулли ресурс кирли пирки республика ертÿçисен шайĕнче пĕрре кăна мар калаçу пулнă - ăна йĕркелĕç. Çĕр лаптăкĕсен суту-илĕвĕ, вĕсемпе усă курас тĕлĕшпе йĕркесĕрлĕх тĕслĕхĕ нумаййи пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çине-çинех калать, Шупашкар влаçĕсене пушшех час-часах сăмах тивет - информаци ресурсĕ шăпах йĕрке тума пулăшĕ. Çавна май Иван Моторинăн пĕр ыйту кăна пулчĕ: «Шупашкар ресурс йĕркелес ĕçе пуçăнма хатĕр-и?» «Хатĕр», - кĕскен хуравларĕ тĕп хула мэрĕ Алексей Ладыков. Правительство пуçлăхĕ ку ĕç ăнăçлăхĕ шăпах Шупашкар влаçĕсенчен килни пирки асăрхаттарса хăварчĕ.

Лару Министрсен Кабинечĕн хăш-пĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртнипе вĕçленчĕ.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
14 декабря 2012
10:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter