Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федераци казначействин Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсене çак ведомство йĕркеленĕренпе 20 çул çитнĕ ятпа саламланă

Раштавăн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федераци казначействин Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсене çак ведомство йĕркеленĕренпе 20 çул çитнĕ ятпа саламланă. Федераци казначействин ларусем ирттермелли залĕнче йĕркеленĕ савăнăçлă каçа управленире ĕçлекенсем, хисеплĕ хăнасем, ĕçтешсем тата çывăх юлташсем пуçтарăннă. Çак тапхăрта казначейство бюджет системинче тупăшсемпе тата тăкаксемпе ĕçлессине тĕрĕс йĕркеленĕ. Федераци казначесйстви патшалăхăн мĕнпур ресурсĕсене пĕр счета пĕрлештерессине тивĕçтерет, вĕсемпе тĕллевлĕн усă курнине тĕрĕслесе тăрать. Федераци казначействин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертӳçи Олимпиада Ананьева хăйĕн сăмахĕнче çак юбилей иртнине аса илмелли, паянхине хакламалли, малашлăх валли аталану çул-йĕрне палăртмалли историллĕ паллă пулăм пулнине каланă. Республика Пуçлăхĕ пĕр енчен илсен казначейство историйĕ кĕске пулнине, тепĕр енчен вара 20 çул хушшинче çĕршыв политикинчи реформăсемпе çыхăннă вăрăм çула утса тухнине палăртнă. «Çак системăра ĕçлекен ветерансем мĕнлерех йывăр вăхăтсем пулнине лайăх ăнланаççĕ, пĕлеççĕ. Анчах та эсир хăвăра шанса панă ĕçе тивĕçлипе пурнăçласа пытăр. Бюджет укçи-тенкине республика çыннисем патне вăхăтра çитеретĕр», – тенĕ Михаил Игнатьев. Федераци казначействин пултаруллă ĕçченĕсем çак кун Чăваш Республикин пуçлăхĕн тавне тивĕçнĕ. Финанспа экономика ыйтăвĕсене татса парассине пысăк тӳпе хывнăшăн тата нумай çул тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн нумайăшĕ ведомство наградисене тивĕçнĕ. Михаил Игнатьев Федераци казначействин республикăри Упраленийĕн ертӳçине Олимпиада Ананьевăна Чăваш Республикин патшалăх символикине ӳкернĕ сехет парнеленĕ. Артистсемпе чăваш эстрадин пултарулăх ушкăнĕсем уяв каçне хăйсен юрри-ташшипе илемлетнĕ. Тĕплĕнрех



17 декабря 2012
11:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter