Чĕлхе комиссийĕ пăхса тухрĕ

Раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чĕлхе комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Лаурура ытти ыйтусемпе пĕрле шкул программипе, вĕренÿ содержанийĕпе тачă çыхăннисем те пулчĕç: 1) сăмахсене пĕрле, уйрăм тата дефиспа çырасси; 2) писательсен псевдонимĕсен сасă тытăмне çырура палăртасси.

Пĕрремĕш ыйтăва Комисси ларăвĕн кун йĕркине «Тăван Атăлта» хальхи орфографие пăрахăçлас шухăшлă статьясем тухнă хыççăн кĕртнĕччĕ. Иккĕмĕш ыйту планра малтанах тăратчĕ.

Пĕрремĕш ыйтăва сутсе явнă май Вĕренÿ институчĕн чăваш филологийĕпе этнокультура вĕренĕвĕн кафедрипе лабораторийĕн пуçлăхĕ Ю.М. Виноградов доцент чăваш чĕлхи учителĕсен шухăшĕпе паллаштарчĕ. Хăйсен шухăшне пухупа лару протоколĕсенче 800 ытла учительтен 739-ăшĕ пĕлтернĕ. Вĕсенчен 722-ĕшĕ çĕнĕ орфографие хÿтĕлесе калаçнă, 17-ĕшĕ кивви патне таврăнас тенĕ. Шупашкар шкулĕсенчен 13-ĕшĕнче малашне уйрăм çырасси тĕп туртăм пулмалла тенĕ, орфографи словарĕсенчен ик тĕрлĕ çырма ирĕк паракан çăлтăрсене малашне катертме сĕннĕ.

Çакна шута илсе комисси правилăсене улăштарас пирки калаçу тапратмарĕ, çапах Г.А. Дегтярев тĕпчевçĕ ялан пĕрле çырмалли сăмах майлашăвĕсен списокне тума сĕнÿ пачĕ, ĕçне хăех тума пулчĕ. Гуманитари институчĕн ĕçченĕн шухăшĕпе, список 100 тĕслĕхрен тăма тивĕç.

Сăмах майлашăвĕсенчен пĕрисене уйрăм, теприсене пĕрле çырни, паллах, ним ырри патне илсе пырас çук.

Иккĕмĕш ыйтăва Гуманитари институчĕн чĕлхеçисем хатĕрленĕ список тăрăх пахса тухрĕç. Ку списокра шкул программине кĕртнĕ виçĕ писатель псевдонимне тÿрлетмен: Хв. Акиверĕнне, М.Сениелĕнне тата Ю.Силемĕнне. Унчченхи пекех, Хв. Агивер сас паллипе), М.Сениэль сас палли тата çемçелĕх палли лартса), Ю.Силэм (э сас паллипе) çырмалла пулать. Паллах, Алка (к лартса), Агивер (г лартса), Якаел пайăр ятне е сас паллипе, Сениел ята э сас паллипе (Сениэль), Ахмане  ята (е лартса),  Силэм (э лартса) çырни хрĕçÿллĕ.

Пăтравлă орфографи ачасене шкулта хальхи ФГОС ыйтнă пек шухăшлама вĕрентме, ытти предметсене вĕренсе илнĕ ĕçпе шухăшлав хăнăхăвĕсене аталантарма чăрмантарĕ кăна.

 

БОУ ДПО (ПК) С "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии



17 декабря 2012
16:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter