Каçал Ен районĕ: ентешлĕх уявĕ çĕнĕ вăй-хал кӳтĕр

Комсомольскисен «Кĕтне» ентешлĕхне туса хунăранпа вун пилĕк çул та çитет. Çак хушăра асăннă обществăлла организаци районшăн, унта пурăнакансемшĕн чылай ырă, усăллă ĕç тунă. Ентешсем хушшинче спорт ăмăртăвĕсем йĕркелеме те, тĕрлĕ мероприятисем ирттерме те яланах хатĕр ентешлĕх канашĕн членĕсем. Акă хальхинче, декабрĕн 13-мĕшĕнче, Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче, «Кĕтне» ентешлĕх черетлĕ уяв йĕркелерĕ. Ăна Элпуç ял поселенийĕн кунĕ тесе палăртрĕç. Çак уява иртсе каякан Истори çулталăкне тата çитес Çĕнĕ çула халалласа ирттерчĕç. Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан ентешĕмĕрсем тĕл пулăва йышлăн пухăнчĕç. Фойере, залра районта, хуласенче пурăнакан паллă ентешсене, тĕрлĕ отрасльсенче — ял хуçалăхĕнче, вĕренÿ ĕçĕнче, культурăпа сывлăх сыхлавĕнче, радиопа телевиденире тăрăшакансене, бизнесменсене... — курма пулчĕ. Кунта пĕр-пĕринпе кăмăлтан калаçма, илемлĕ юрă-ташăпа киленме май пулчĕ. Туслăх, тăванлăх уявне Хирти Выçлире çуралса ÿснĕ пĕр тăван Малинасем «Килĕрех, тăвансем!» юрăпа уçрĕç. «Кĕтне» ентешлĕх председателĕ Александр Капитонов, Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, Элпуç ял поселенийĕн пуçлăхĕ Владимир Гордеев, «Дружба» ЯХПК председателĕ Ремис Мансуров пурне те ăшшăн саламларĕç, ĕçре, пурнăçра ăнăçу, телей сунчĕç. Вĕсем тăван район, çуралнă кĕтес аталанăвĕшĕн ырми-канми вăй хуракансене тав турĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов салам сăмахĕсемпе пĕрлех Хирти Явăш шкулĕн çĕнĕ çуртне тăвассине республикăн 2014—2015 çулсенчи бюджетне кĕртнине пĕлтерчĕç. Нумаях пулмасть Элпуç ял тăрăхне кĕрекен ялсен, «Дружба» ял хуçалăх кооперативĕн историне çутатса паракан «На реке Малая Хундурла» кĕнеке кун çути курчĕ. Ăна пуçтарса хатĕрлекенĕ — А.Г.Агафонов. Анатолий Герасимович çак летопиçе çырас шухăш епле çуралнине каласа пачĕ, унăн пĕрремĕш экземплярне район администрацийĕн пуçлăхне М.Р.Афанасьева парнелерĕ. «Кĕтне» ентешлĕх çак пархатарлă ĕçе тума пулăшнисене, спонсорсене Тав хучĕсемпе чысларĕ. Хирти Явăшра пурăнакан Ача амăш-героиня Зинаида Павловна Михайлова валли те ăшă сăмахсем тупăнчĕç, ентешлĕх председателĕ А.П.Капитонов чечек çыххи пани вара вунă ача çуратса çитĕнтернĕ хĕрарăмăн кăмăлне çĕклерĕ. Туя тукмак та йăваланнă, теççĕ. Каçалсен тĕл пулăвĕ çинчен илтсен тĕрлĕ районсен ентешлĕхĕсен ертÿçисем те чăтса тăрайман. Пире ыр сунса саламлама кикбоксингпа пилĕк хут тĕнче чемпионĕ Алексей Соловьев тата ыттисем те килнĕ. Туслăхпа тăванлăх уявне пухăннисене Элпуç ял поселенийĕнчи художество пултарулăх ушкăнĕ юрăпа ташă композицийĕ парнелерĕ. Ку тăрăхра хут купăспа ăста вылякансем йышлă иккен, вĕсем программăна чăннипех те илем кÿчĕç. Тутар Элпуçĕнчи Фаряховсем янратнă тутар юррисене те хапăлласа йышăнчĕç куракансем. Ялти артистсем тăхтав вăхăтĕнче те канăçа пĕлмерĕç, хăйсемпе пĕрлех куракансене те ташша йыхравларĕç. Пирĕн ентешсем тата район кинĕсем, халь ĕнтĕ чăваш эстрада юрăçисем Малинасем, Алина Просвирнова, Светлана Яковлева, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Ольга Луковăпа Лариса Васильева хăйсен юррисене чунтан, пурин кăмăлне те каймалла шăрантарчĕç, уява илем кÿчĕç. Лидия Малина ертсе пыракан ачасен «Сарпике» ташă ушкăнĕ, Натальйăпа Антон Алимовсен «Домино» дуэчĕ те кăмăла çĕклентерчĕç. Виçĕ сехет ытла пынă уявра вăхăт иртни те сисĕнмерĕ. Ку программа пуяннинчен, районта тата хулара пурăнакан ентешсем пĕр-пĕриншĕн тунсăхланинчен те килчĕ. Çак каç кашниех хăйне валли усăллине, аваннине илме, çĕннине пĕлме пултарчĕ. Кунсăр пуçне, программăна ертсе пыракан Новелла Розовăпа Евгений Григорьев никама та тунсăхлама паманнипе, шÿтпе, хаваслă кăмăл кÿме пултарнипе те çыхăннă ĕнтĕ.

 



17 декабря 2012
17:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter