Чăваш Ен Пуçлăхĕ: «Кашни çемьерех сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмалла»

Раштавăн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Республика Пуçлăхĕ Раççей Президенчĕ Владимир Путин Раççей Федерацийĕн Федераллă Пухăвне янă Çырури тĕп ыйтусем çинче чарăнса тăнă. Михаил Игнатьев çĕршыв Президенчĕ 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă указа пурнăçлассипе çыхăннă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. Демографи лару-тăрăвĕ лайăхланни, çынсем вилессин шайĕ чакни, ачасем çураласси ӳсни тĕп кăтартусем пулнине палăртнă. «Çĕршыв Президенчĕн Çырăвĕ – регионсенчи ĕç тăвакан влаç органĕсемпе муниципалитетсен умне лартнă задачăсене палăртакан политика докуменчĕ. Ума лартнă тĕллевсене пирĕн çирĕп пурнăçласа пымалла», – тенĕ Михаил Игнатьев. Çавăн пекех вăл Раççейре пурăнакан кашни çыннăн кăмăл-сипете, ăс-хакăла, патриотизм туйăмне аталантарассине, яваплăха ӳстерессине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма кирлине палăртнă. Мускавра ĕçлĕ çул çӳревпе пулни çинчен Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов каласа кăтартнă. Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – республикăн финанс министрĕ Михаил Ноздряков финанс ыйтăвĕсем тавра калаçу пуçарнă. Михаил Игнатьев бюджетран уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе вăхăтра тата туллин усă курас тĕлĕшпе министрсенчен кашниех яваплă пулнине аса илтернĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова сывă пурнăç йĕркине тытса пырас ыйтупа хатĕрленĕ республика программисем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă. «Инфекциллĕ мар чирсене профилактикăласси тата 2013-2015 çулсем валли Чăваш Республикинче пурăнакан халăхăн сывă пурнăç йĕркине йĕркелесси» программăн тĕп тĕллевĕсем çакнашкал: çыннăн пурнăç йĕркипе çыхăннă чир-чĕр шайне, юн пусăмĕн чирне (гипертоние) 38 процентран 35,7 процент таран чакарасси. Чăваш Енре «Чăваш Республикин территорийĕнче (2013-2015 çулсем) медицин  реабилитацине аталантарасси» çинчен калакан программа ĕçлеме пуçласан çак тĕллевсене пурнăçа кĕртме палăртнă: 2015 çул тĕлне çитĕннĕ халăхăн 25 процентне, сусăр ачасен 98 процентне реабилитаци пулăшăвĕпе тивĕçтермелле. «Кашни çемьерех сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмалла», – çакăн пек задача лартнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.



17 декабря 2012
15:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter