Михаил Игнатьев: "Çулталăка ăнăçлă вĕçлетпĕр"

Кĕçнерни кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе курнăçрĕ. Пресс-конфе­ренци тĕллевне тӳрех уçăмлатрĕ - вĕçленсе пыракан çулталăка пĕтĕмлетесси. Интереслĕ те анлă калаçу пулчĕ - республика аталанăвĕн ыйтăвĕсенчен пуçласа влаçри çынсен хутшăнăвĕсем таран. 2 сехет çурă пынă тĕл пулура Михаил Васильевич журналистсен виçĕ теçетке ытла ыйтăвне хуравларĕ.

Производство, шалу, демографи

Калаçăва пуçланă май Михаил Игнатьев çулталăкри пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсем çинче пайăррăн чарăнса тăчĕ. Паллах, чи малтан - Раççей Президенчĕн суйлавĕ. ЧР Пуçлăхĕн шухăшĕпе - эмоцисем пулчĕç пулин те суйлав общество енчен çирĕп тĕрĕслесе тăнă май йĕркеллĕ иртнĕ. Ытти пирки калас тăк - ырă пулăм нумай, çапах çитменлĕхсем те çук мар. Чăваш Ен макроэкономика енĕпе ытти регион шайĕнче сумлă курăнать. Промышленноç производствин индексĕ лайăх. Раççейре туса кăларакан кашни иккĕмĕш бульдозер, кашни вуннăмĕш вакун - республика тӳпи. Ытти отрасльте те кăтартусем ӳсĕмлĕ. Çакна тĕпе хурса Михаил Васильевич республикăра пурăнакансене тăрăшуллă ĕçшĕн тав турĕ.

Чăваш Енре вăтам ĕç укçи 16,6 пин тенкĕ урлă каçнă. Çак кăтартупа унччен эпир Атăлçи округĕнче чи аялтисен шутĕнчеччĕ, кăçалхи виçе çӳлерех хăпарма май парас шанăç пур. РФ Экономика министерстви Чăваш Енре социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕн ӳсĕмĕн хăвăртлăхĕ чи пĕчĕкки тесе палăртни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. "Халăхăн чăн тупăшĕ 18  яхăн пысăкланчĕ. Эпир бюджет ĕçченĕсен шалăвне ӳстертĕмĕр. Çапах вăтам ĕç укçи пысăк тееймĕн. Чухăнлăх ыйтăвĕ пирĕншĕн çав-çавах çивĕч, ку енĕпе ĕçлетпĕр", - терĕ Михаил Васильевич.

Мускав ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕç тухăçлăхĕшĕн, общество финансĕсемпе усă курассин тухăçлăхĕшĕн рес­публикăна укçан хавхалантарни те, паллах, ахальтен мар - "150 млн тенкĕ илтĕмĕр. Эппин, эпир тĕрĕс çул çинче". ЧР Пуçлăхĕ республикăн амăшĕн капиталне тӳлеме пуçланине, çитес çултан виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем çуралнă çемьесене укçан пулăшма тытăнассине, ĕç стажĕ 40 тата 45 çулсемпе танлашакансене ĕç ветеранĕн ятне панă май вĕсем хушма çăмăллăхсем илнине çитĕнӳсен шутĕнче асăнчĕ.

Кăçал Чăваш Енĕн кашни районĕнче физкультурăпа спорт комплексĕсем тăвасси вĕçленет. Вĕсем тĕп хулара та пулĕç. Пĕрне тума пуçланă та ĕнтĕ. Медицинăпа вĕрентӳ отраслĕсене çĕнетес енĕпе сулмаклă утăмсем тунă: "Вĕренӳ учрежденийĕсене чылайранпа юсаман. Кăçал кашни виççĕмĕш шкула юсарăмăр. Ачасемшĕн, вĕрентекенсемшĕн, ашшĕ-амăшĕшĕн - çĕнĕ шайри условисем. Юлашки çулсенче пуçласа çĕнĕ йышши 6 ача сачĕ хута ятăмăр. Çулталăк вĕçлениччен тата 5 садик уçăлмалла".

Çакă Чăваш Енре ача çуратасси ӳснин условийĕсенче пушшех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çулталăка демографи лару-тăрăвĕн ырă туртăмĕпе вĕçлетпĕр. Шăпах çакна Михаил Васильевич влаç ĕç-хĕлĕн тĕп кăтартăвĕ тесе хакларĕ, "ку çынсен ыранхи кун тĕлĕшпе шанăç çуралнине çирĕп­летет".

Популизм валли çул çук

Журналистсем Чăваш Енри политика лару-тăрăвне хакласа пĕтĕмлетме ыйтнине хуравланă май Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕн çу уйăхĕнчи указĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Шăпах çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатас ыйтусене Владимир Путин хăйĕн çак кунсенче паллаштарнă çулленхи Çырăвĕнче те асăнчĕ. Хăш енĕпе ĕçлемелли паллă. Чăваш Енĕн политика анинче çуралакан тавлашусем пирки вара республика ертӳçи "йĕркеллĕ пулăм" терĕ, "чи кирли - çапăçса каймалла мар. Обществăра тĕрлĕ шухăш пулнине йĕркеллĕ тесе хаклатăп. Çавăнпа эпĕ оппозицири партисен представителĕсемпе те курнăçатăп - вĕсене те итлемелле". "Пĕрлĕхлĕ Раççей" еннерех сулăннине илес тĕк - "эпир тăратнă саккун проекчĕсене пурне те тĕпрен илсен "Пĕрлĕхлĕ Раççей" фракцийĕ ырланă. Çавăнпа нумаях пулмасть унăн членĕсемпе курнăçрăм, ĕçшĕн тав турăм. Уйрăм депутатсемшĕн вара популизм кăтартуллă, политика вăййисемпе аппаланаççĕ. Чи кирли - вĕсем шантарнине пурнăçлаччăр. Конструктивлă сĕнӳсене шута илĕпĕр. Çынсен ултавçăсене уйăрма пĕлмелле".

Республикăн аталану корпорацийĕн ĕç-хĕлĕ курăнсах кайманни пирки ыйту çĕклерĕç те - Михаил Игнатьев пысăк инвестици проекчĕсем /корпорацие шăпах вĕсемпе ĕçлеме туса хунă/ пуррине палăртрĕ. Чи пысăкки - 7 млрд ытла тенкĕлĕх. Сăмах "Шупашкар: 500 çул" парк территорийĕнче "21-мĕш ĕмĕрти ял" тăвасси пирки. Унтах маунтинбайк центрĕ пулмалла. Çак проекта Мускав ăнăçлă тесе хаклать. Михаил Васильевич ăна пурнăçламашкăн шанăç та, вăй та çителĕкли çинчен каларĕ.

Бюджет укçипе никĕсленмен проектсем те пур. Хăй çак кунсенче Мускавра Япони посольствинче пулнине пĕлтерчĕ - шăпах çавнашкал проекта тишкернĕ-мĕн. Чăн та, унпа тĕплĕрех паллаштарма тăхтарĕ. "Биопарк" проекта та пăрахăçламан - инвесторсене шыраççĕ.

Кадрсен ыйтăвĕ çивĕч. Вĕрентĕве илес тĕк - тивĕçлĕ программăсем пур. Шалу хушса тӳлеççĕ, педагогсем кредитпа усă курсан республика 4% субсиди уйăрса пулăшать. "Веçех тăваймастпăр, анчах туса панипе усă курмалла", - сĕнчĕ Михаил Игнатьев. Медицинăра кадрсен çитменлĕхĕ 17% танлашать. Анчах кунта та ырă туртăм пур. "Земство тухтăрĕ" программăпа малтан çамрăк 100 специалиста ялсене яма палăртнă, федераци бюджетĕнчен чылай ытларах укçа илме май килнĕ - 131 млн тенкĕ. Укçа илнĕ специалистсем ялсенче ĕçлеççĕ ĕнтĕ. Асăннă программа çитес çул та вăйра юлĕ, çавна май "2013 çул вĕçленнĕ тĕле ялсенчи врачсен дефицитне пĕтеретпĕр". Çапах хулара ку ыйту юлать-ха. Медицинăна çĕнетме республика пĕтĕмпе 4,5 млрд тенкĕ илни медиксем валли тивĕçлĕ условисем йĕркелеме пулăшнине кура улшăнусем пулмаллах.

Универсал электрон карттисене хирĕçлесе пĕр ушкăн тĕп хулара çула пӳлсе хуни пирки те сăмах пулчĕ. "Эпир Варнава Митрополитпа курнăçнăччĕ - ун енчен ку енĕпе нимĕнле кăтарту та пулман. Йĕркелӳçĕсем çакна епархипе килĕшсе туман. Демократи тем те тума юранине пĕлтермест, пĕтĕмпех саккунпа килĕшӳллĕ пулмалла", - терĕ Михаил Игнатьев.

Управляющи компанисен ĕçĕ-хĕлĕ пирки кăçал нумай калаçма тивнине кура ку ыйту хальхинче те çĕкленмеллехчĕ ĕнтĕ. ЧР Пуçлăхĕн шухăшĕпе - "пулăшу ĕçĕсен çак рынокĕнче ăçтиçуксем пур. Çапах УКсен 90-92% ăнăçлă ĕçлет. Тӳрĕ кăмăлпа ĕçлеменнисене, ытти 10%, тасатмалла, директорĕсене улăштармалла. Апла пулин те ытти субъектпа танлаштарсан Чăваш Ен ку енĕпе чи йĕркеллĕ регионсен шутĕнче. Çăхав та сахалрах. Тĕллев - мĕн пур компание тӳрĕ кăмăлпа ĕçлеттересси".

ВТО хăратмасть-и?

МИХсен представителĕсене çĕр-шыв Пĕтĕм тĕнчери суту-илӳ организацине кĕнĕ май тухса тăракан ыйтусем пăшăрхантарни палăрчĕ. Шăрăх çанталăка пула тĕш тырă тухăçĕ пĕчĕкреххине кура вăл хакланнă. Çавна май Михаил Игнатьев Чăваш Енри кайăк-кĕшĕк фабрикисенчен хăшĕ-пĕри фураж çителĕклĕ хатĕрлесе хăварайманнине йышăнчĕ. Çапах производство аталанăвĕ ӳсĕмлĕ. Хайхи фабрикăсене ĕççи вăхăтĕнчех тырă туянса хума сĕннĕ - пурте çапла тăвайман: "Апла пулин те республикăра апат-çимĕç хакĕсем Раççейĕпе те чи пĕчĕккисен шайĕнче. Чылай спекулянтран тасалтăмăр - çакăн витĕмĕ те пур. Федераци харпăрлăхĕнчи чăх-чĕп фабрики панкрута тухрĕ - ăна республика харпăрлăхне илтĕмĕр. Производство йĕркеленет, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пулаççĕ. Паянхи условисенче ĕç тухăçлăхне пысăклатсан кăна малалла кайма пулать. Кам çакна шута илмен - вĕсене йывăр килĕ". Çакăнта, Михаил Васильевич шухăшĕпе, чăваш хресченĕн менталитечĕ те ура хурать - çĕнĕ йышши проектсене йышăнма хатĕр мар.

Паллах, ял хуçалăхĕн хăш-пĕр отрасльне уйрăмах йывăр килĕ. Сăмахран, сысна ашĕ туса илес енĕпе. Калăпăр, Данире çын пуçне - 3-4 тушка, паллах, çак аш кунта килĕ, эпир вĕсемпе тупăшма хатĕр мар. Çак самантсене Мускав шута илет, федераци бюджетĕнчен ял хуçалăхне тĕревлемешкĕн 1,5 трлн тенкĕ уйăрни пулăшма тивĕç. Пулăшу формисем çĕнелеççĕ. Çав шутра укçа-тенке акакан çĕр лаптăкĕсен виçине кура парасшăн. Сăмах май, чикĕ леш енче те çакнашкал майсемпех усă кураççĕ. Пулăшу гектар пуçне 600 еврона та çитме пултарать-мĕн. Çапах чи малтан "хамăрăн психологие улăштармалла" - унсăрăн такăнасси те часах. Çак условисенче федераци сечĕсен Чăваш Енри лавккисенче республикăра туса кăларакан ĕçме-çиме сахалли уйрăмах пăшăрхантарать. Михаил Васильевич çав компанисене сивлеме тăхтарĕ. Вĕсемпе ĕçлемелле, калаçусем ирттерни пулăшать. Сăмахран, нумаях пулмасть "Метро" компани ертӳçисемпе курнăçнă. "Хамăрăн интерессене лоббилемелле, - терĕ вăл. - Çапах пирĕн ял хуçалăхĕнче тавар туса кăларакансем тепĕр чух сеть компанийĕсен условийĕсене тивĕçтерейменнине те йышăнмалла". Сутлăх таварпа çирĕп вăхăтпа тивĕçтерсе тăрасси, продукци пахалăхĕ тата ыт.те - çаксене тĕпе хумалла.

Айăплă - явап тытчăр

Канаш журналисчĕ тăван хули монохуласен шутне кĕреесси пирки пăшăрханса ыйту пачĕ. Пăшăрхану сăлтавне те пытармарĕ: çак кунсенче хула администрацийĕн пуçлăхне арестленĕ те... "Правительство комиссийĕ Канаша монохуласен шутне кĕртетех", - пулчĕ хурав. Коррупци теми тавра вара калаçу самай анлăланчĕ. Михаил Васильевич ку енĕпе нимĕнле вăрттăнлăх та çуккине çирĕплетрĕ. Республикăра ĕç-пуç çивĕч тени вырăнсăр. Влаçсем никама та хӳтĕлеменни пысăк пĕлтерĕшлĕ: айăплă - явап тытаççĕ. "Совет саманинче, калăпăр, райком секретарьне явап тыттарнине ас тумастăп, - палăртрĕ Михаил Игнатьев. - Вĕсем вара прокурор патне те, судьяна та шăнкăравланă. Паян апла мар. Эпĕ, министрсем - шăнкăравлама пултараймастпăр. Суд татса парать. Никама та хӳтĕлеместпĕр - çакă чи кирли. Канаш мэрĕ пирки те суд йышăну кăлармасăр айăплă теейместĕп. Паллах, тивĕçлĕ информацие пĕлетĕп. Ăна должноçа эпĕ уйăрса лартман. Саккуна пăснă пулсан явап тытĕ".

Коррупци темине тăсса вăл Шупашкарти ял хуçалăх пасарĕпе çыхăннă ĕç-пуçпа та паллаштарчĕ. Уголовлă ĕçсем пулнине пĕлетпĕр. Михаил Васильевич конкурс производствин шайне çитнĕ пасар строительствине чĕртсе тăратас, ăна вĕçлес енĕпе çине тăнине палăртрĕ. Ăна сутса яман, республика тӳпи унчченхи пекех 26% юлнă. Паян строительство ĕçĕсем пыраççĕ, хăйсен продукцине сутакансем валли тивĕçлĕ условисем пулĕç.

Чăваш чĕлхин теми те сиксе юлмарĕ. Республикăра пурăнакансен 67,7% чăвашсем те - ку ыйту, Михаил Васильевич шухăшĕпе, курмăш тумаллискер мар. Анчах вырăс чĕлхи тата чăваш чĕлхи - шайлашу мĕнлерех пулмалла? Республикăра вĕсем иккĕшĕ те патшалăх чĕлхисем шутланаççĕ. ЧР Пуçлăхĕ çырав вăхăтĕнче йăхташăмăрсем хăйсем пирки чăваш тесе каланине кăмăллăн палăртрĕ. Хăй студент чухне троллейбусра-мĕнре çамрăксем чăвашла калаçма именнине аса илчĕ. Халĕ апла мар - калаçаççĕ. Михаил Васильевич Правительство членĕсене те ялсенче пулнă май чăвашла калаçма сĕнет-мĕн. Наци телекуравĕ, радиовĕ чĕлхе аталанăвне пулăшасса шанать. Анчах чиновниксене чăвашла пĕлнине кура ĕçе йышăнни, ун шухăшĕпе, вырăнсăр, ку çынсен Конституци правине пăсни пулĕччĕ.

Халăха пăшăрхантаракан ыйту унсăр пуçне те пайтах. Шупашкар районĕнчи Мăштавăшра авă пĕр урамри çынсем темиçе çул ĕнтĕ электричество кĕтсе илеймеççĕ. Кун пирки ыйтнă журналиста Михаил Васильевич татăклăн хуравларĕ. Çынсен нушине пĕлет-мĕн. "Степ" ООО электричество кĕртмешкĕн темиçе контракт илнĕ, анчах пĕринпе кăна ĕçлет - шăпах ăна пула çынсем нушаланаççĕ. Çавăнпа унашкаллисем тĕлĕшпе тивĕçлĕ санкцисем йышăнмалла - унсăр май çук.

"Фаэтонсем" тата Федоров

ЧР Пуçлăхĕн администрацийĕ валли 8,3 млн тенкĕ тÿлесе икĕ "Фольксваген Фаэтон" автомобиль туянмалли саккас пирки ыйтнă журналиста Михаил Игнатьев хăй ыйту пачĕ: "Хаклă тесе каласшăн-и?" Хĕр аптраса кайнине кура хуравне хăех пачĕ: "Эпĕ халь çÿрекен "Мерседес" хакĕ - 7 млн тенкĕ ытла. Çав хаклăх пĕр машина илес вырăнне çав укçапах икĕ автомобиль туянас терĕмĕр. Техника паркĕ кивелет. Пĕрремĕш çынсене тата сумлă хăнасене илсе çÿрес тĕлĕшпе хăрушсăрлăх требованийĕсем пур. Пирĕн премьер коммерци организацийĕнчен тара илнĕ машинăпа çÿрет. Автомобильсем - 7-10-мĕш çулсенче кăларнăскерсемех. Вĕсен шутне виçеллĕ тăвас енĕпе ĕçлетпĕр. Аукционсем ирттерсе сутăпăр, патшалăхăн ытти организацине парăпăр".

"Хыпар" корреспонденчĕ Мускав мониторинг кăтартăвĕсене тĕпе хурса "тухăçсăррисен" шутне кĕртнĕ педуниверситетпа ял хуçалăх академийĕн шăпипе кăсăкланнине хуравланă май Михаил Игнатьев ĕç-пуçа хăй еккипе ярас кăмăл çуккине çирĕплетрĕ. Анчах вузра кăна вĕренес модăна та пăрахăçламалла, паян вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ çынсем те кирлĕ - вĕрентĕвĕн çак сыпăкне çине тăрарах аталантармалла. Сăмах ял хуçалăх академийĕ пирки пынă май меллĕ самантпа усă курса çак йĕркесен авторĕ вузăн темиçе уйăх кăна ĕçленĕ ертÿçи улшăнни пирки ыйтни те хуравсăр юлмарĕ: "Ку ыйтăва манпа килĕшсе татса паман. Кайма тивнĕ ректор мĕн пур процедура витĕр тухнăччĕ... Ăна улăштарасси - РФ Ял хуçалăх министерствин прави..."

Тĕрĕссипе, Чăваш Ен Пуçлăхĕ тата çĕр-шывăн аграри ведомствин ертӳçи хушшинчи хутшăнусем патне журналистсем темиçе хут та таврăнчĕç - апла та, капла та ыйтса пăхрĕç. "Федераци министрĕсем пурте право уйĕнче ĕçлеççĕ, - терĕ Михаил Васильевич. - Ял хуçалăх министерствипе ăнлану пур. Пирĕн ял хуçалăх программисене пулăшманни пирки калас тăк, чăнах та, хăмла туса илессине аталантармалли программăсăр пуçне ыттисем валли укçа уйăрмарĕç. Çĕнĕ министр ку енĕпе тÿрлетÿсем кĕртрĕ - вĕсен прави. Анчах ытти регионпа танлаштарсан эпир сахалрах укçа илмен, пирĕн ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансен интересĕсене хĕстермен".

Çапла уçăмлăн калани те çителĕксĕр туйăнчĕ пулас. Тепĕр ыйту тата та тӳрĕрех янăрарĕ: "Михаил Васильевич, эсир Николай Федоровпа пĕрле çын пурăнман утрав çине лекес тĕк пĕрле çурт тунă пулăттăр-и е уйрăм икĕ çурт çĕклĕттĕр-и?" "Пĕр-пĕрне ăнланатпăр, - терĕ ЧР Пуçлăхĕ. - Уйрăм ыйтусемпе тавлашу пулма пултарать - эпир тĕрлĕ çынсем вĕт. Анчах ял хуçалăхне аталантарас енĕпе пĕр еннелле утатпăр". Хаçатçăсем пур пĕрех çырлахманнине кура республика Пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Михаил Вансяцкий, пресс-конференцие ертсе пынăскер, шӳтлесе сăмах хушрĕ: "Икĕ çурт пулать. Малтан пĕрне пĕрле çĕклеççĕ, кайран - теприне..."

МИХсен представителĕсене тем те интереслентерет. Çав шутра - ЧР Пуçлăхĕн çывăх çыннисем те. Мăшăрĕ Лариса Юрьевна юлашки вăхăтра халăх умĕнче курăнкаларĕ те - çакă кăсăклану çуратать. "Тивĕçсене уйăрасси кашни çемьерех пур-тăр, - палăртрĕ Михаил Васильевич. - Манăн мăшăр халăх умне тухма юратаканскер мар. Унăн шухăшне шута илетĕп - тавлашура чăнлăх çуралать теççĕ вĕт. Ыйтнă та - эсир каланă мероприятие хутшăнчĕ. Пĕр-пĕр фонд йĕркелесси - унăн прави, эпĕ чармастăп, çакăн валли пиçсе çитнине туять пулсан - тархасшăн. Çапах политикăна хутшăнма чаратăп. Манăн хамăн вăхăт сахал, унăн ачасемпе ытларах пулмалла. Вĕсем çитĕннĕ теме юрать, çавна май общество организацийĕсен ĕçне хутшăнма пултарать". Çĕнĕ çула илес тĕк - Игнатьевсемшĕн вăл çемьепе пĕрле уявламалли праçник.

Калаçăва вĕçленĕ май Михаил Игнатьев республика çулталăка пĕтĕмĕшле илсен ăнăçлă вĕçленине çирĕплетрĕ. Çакна "çӳлте" те палăртаççĕ. Раççей Президенчĕ хăйĕн Çырăвĕпе паллаштарнă кун Михаил Васильевич Мускавра çĕр-шывăн финанс, транспорт, спорт министрĕсемпе, ыттисемпе курнăçнă, пурте Чăваш Ен кăçал пурнăçланă ĕç-хĕле ырланă. "Чи кирли - республика халăхĕ хăйĕн социаллă пурнăçĕ лайăхланнине туять. Паллах, тата лайăхрах пурăнас килет", - ку енĕпе влаç хăйĕнчен килнине пĕтĕмпех тăвасса шантарса пăнчă лартрĕ Михаил Васильевич. (Николай Коновалов)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
17 декабря 2012
14:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter