Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Шкул лиги» автономиллĕ коммерциллĕ мар организаципе килĕшӳ тунă

Раштавăн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Шкул лиги» автономиллĕ коммерциллĕ мар организаципе килĕшӳ тунă. Ĕçлĕ хута республика Правительствин Председателĕ Иван Моторин тата Шкул Лигин генеральнăй директорĕ Михаил Эпштейн алă пусса çирĕплетнĕ. Документăн тĕп тĕллевĕ Чăваш Республикинчи шкул ачисемпе çамрăксене социаллă пурнăçпа тата экономикăна модернизацилессине, ĕçе явăçтарассипе çыхăннă. Çĕнĕ йышши технологиллĕ вĕрентӳ программисем Чăваш Енĕн экономикине аталантарма кадрсем хатĕрлеме май парать. Иван Моторин çитес çулта Шкул Лиги пирĕн çĕршыври тĕрлĕ регионта нумай мероприяти йĕркелесе ирттерме палăртнине каланă, вăл шутра Чăваш Енре те. «Эпир ăна ĕçре пулăшса пырăпăр»», – палăртнă Министрсен Кабинечĕн Председателĕ. Михаил Эпштейн Шупашкарти 2-мĕш номерлĕ лицей Шкул лигин программисен активлĕ уастникĕ пулнине пĕлтернĕ. Кунсăр пуçне организаци ертӳçисем проекта Мускав тата Санкт-Петербург тулашĕнче, регионсенче аталантарма тĕллев лартнине каланă. Пирĕн республика Пенза хулипе Калмăк Республики хыççăн Шкул Лигин проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕ виççĕмĕш регион шутланать. Тĕплĕнрех



18 декабря 2012
10:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter