Тăвай районĕ: юбилее хатĕрленсе

Раççей Президенчĕ Владимир Путин кăçалхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Раççей Правительстви 2019 çулта Шупашкар хули никĕсленнĕренпе – 550, 2020 çулта Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине çĕр-шыв шайĕнче палăртма сĕннине йышăннă, пысăк пĕлтерĕшлĕ юбилейсен уявне ирттермелли Указа алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн Раççей регионĕсенчи патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăхăн органĕсене çак юбилее хатĕрленсе ирттерме хастар хутшăнма сĕннĕ.
Раççей премьер-министрĕ Дмитрий Медведев юбилейсен йĕркелÿ комитечĕн йышне çирĕплетнĕ. Ăна РФ культура министрĕ Владимир Мединский ертсе пырать, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев унăн çумĕ пулĕ.
Йĕркелÿ комитетĕнче 15 çын. Вăл шутра – Раççей Наукăсен академийĕн историпе филологи ăслăлăхĕсен уйрăмĕн академик-секретарĕ Анатолий Деревянко, М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн ректорĕ Виктор Садовничий, “РусГидро” АУО правленийĕн председателĕ Евгений Дод. Йышра çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Транспорт, Ĕç, Финанс, Регионсен аталанăвĕн, Сывлăх сыхлавĕн, Спорт министрĕсен тата Росавтодор ертÿçин çумĕсем. Сăмахран, РФ регионсен аталанăвĕн министрĕн çумĕ Сергей Дарькин авăн уйăхĕнче Чăваш Енре пулса регионăн стратеги пĕлтерĕшлĕ объекчĕсен ĕç-хĕлĕпе тĕплĕн паллашнă.
Чăваш Енрен йĕркелÿ комитетне Михаил Игнатьевсăр пуçне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн спикерне Юрий Попова тата Шупашкар хула пуçлăхне Леонид Черкесова кĕртнĕ.


18 декабря 2012
10:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter