Каçал Ен районĕ: ӳсĕмсен вăрттăнлăхĕ - ĕçрен хăраманнинче

Ял хуçалăхĕнчи ĕçсем хĕл кунĕнче те вĕçленмеççĕ. Юрпа витĕннĕ хирсенче, паллах, тракторсен шавĕ илтĕнмест. Çапах та ку ял çынни килĕнче канса ларать тенине пĕлтермест-ха. Хĕллехи вăхăтра тĕп тимлĕх выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси çине уйăрма тивет. Ферма алăкĕсенчен пырса кĕрсенех кунта ĕç пĕр самантлăха та чарăнманни палăрать. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем еплерех ÿсĕмсем тунипе паллашма «Асаново» ЯХПКан фермине çитсе куртăмăр. Асанкассисен выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинчи, сĕт-çу туса илессинчи çитĕнĕвĕсем курăмлă. 472 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ вĕсем. Çав шутра 120 çамрăк пăру. Халĕ чылай ĕнен пăруламалли вăхăчĕ çитнипе пăрусен шучĕ ÿсет. Сăвакан ĕнесем фермăра 160 пуç. Ферма заведующийĕ Петр Никифоров пĕлтернĕ тăрăх, талăкра вĕсем кашни ĕнерен вăтамран 16-шар килограмм сĕт суса илеççĕ. Çакă районти чи пысăк кăтартусенчен пĕри. Асанкассисем сĕт суса илес енĕпе яланах районта малтисен ретĕнче пулнине палăртмалла. Çакă тăрăшмасăр, вăй хумасăр пулмасть. «Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче, тенине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Сĕт нумайрах суса илес тесен ĕнесене пăхмалла, лайăх тăрантармалла. Хĕле валли çăвĕпех выльăх апачĕ хатĕрлеме тивет», — пĕлтерет Петр Ананьевич. Çулла ку енĕпе пĕтĕм вăя парса тăрăшнипе халĕ пăшăрханма сăлтав çук ферма ĕçченĕсен. Силос, сенаж, утă-улăм çителĕклех хатĕрленĕ. Унсăр пуçне ĕнесем сĕт лайăх антарччăр тесе вĕсене кашни кун чĕкĕнтĕр параççĕ. «Асаново» ЯХПКан ферминче пурĕ 32 çын ĕçлет, вĕсенчен 7-шĕ доярка. Ĕçе хаваспах çÿреççĕ вĕсем. «Укçине вăхăтра тÿлеççĕ, ферма ялтан инçерех вырнаçнипе машинăпа илсе килеççĕ, ĕçе вĕçлесен леçеççĕ. Тăрăшса вăй хума пур услови те пур», — теççĕ кунта тăрăшакансем. «Пирĕн ĕçченсем пурте маттур та пултаруллă. Районта çеç мар, республикăра та кăтартăвĕсемпе палăраççĕ. Раççей шайĕнчи Хисеп грамотисене тивĕçнисем те пур пирĕн хушăра. Вĕсемпе эпир чăннипех те мухтанма пултаратпăр», — тет ферма заведующийĕ. Ÿсĕмсен вăрттăнлăхĕ вара ĕçрен хăраманнинче, кашни хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланинче тесе шутлать вăл.



18 декабря 2012
10:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter