Тăвай районĕ: планеркăра – район пурнăçĕн ыйтăвĕсем

Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Ванерке ертсе пынипе ĕнер райадминистрацире эрнелĕх планерка иртнĕ, унта умĕнхи эрнери ĕçсене пĕтĕмлетнипе пĕрлех малашлăх задачăсем те палăртнă.
Ку эрнере пĕлтерĕшлĕ ĕçсем сахал мар. Декабрĕн 19-мĕшĕнче республикăра пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Çак тĕллевпе пирĕн района ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Наталия Виноградова ертсе пыракан информаци ушкăнĕ килет. Информаци кунĕн тĕп темисем – Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин РФ Федераци Пухăвне янă Çырури тĕп положенисем, ĕç тăвакан влаç органĕсемпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ялсенчи пушар хăрушсăрлăхне вăйлатмалли задачисем, 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республикинче универсаллă электронлă карттăна ĕçе кĕртесси çинчен. Информаци ушкăнĕсем ялсене çитсе унта пурăнакансемпе, предприятисемпе организацисенчи ĕç коллективĕсемпе тĕл пулса калаçаççĕ, актуаллă ыйтусем çине хуравсем параççĕ. Район администрацийĕн çуртĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнаççĕ.
Декабрĕн 19-мĕшĕнчех пĕрлехи информаци кунĕ йĕркипе Кармал ялĕнчи В.Грачев хресчен фермер хуçалăхĕн çĕнĕ ĕне витине савăнăçлă лару-тăрура хута яраççĕ. Çак кунах Тăрмăш ялĕнче çĕнетнĕ культурăпа кану учрежденине уçма палăртнă.
Декабрĕн 20-мĕшĕнче район администрацийĕн залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулать. Депутатсем виçĕ ыйту сÿтсе явма палăртаççĕ: Тăвай районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнассипе ирттернĕ конкурс результачĕсем, Тăвай районĕн пуçлăхне – район депутачĕсен Пухăвĕн председательне В.В.Васильева район администрацийĕн пуçлăхĕпе контракт тума сĕнесси тата Тăвай районĕн 2013 çулхи тата 2014, 2015 çулсенчи планлă тапхăрти бюджечĕ çинчен.
Декабрĕн 21-мĕшĕнче Тăвай ялĕнчи поселенисем хушшинчи культурăпа кану центрĕнче Тăвай районĕн больницине туса хунăранпа 55 çул çитнĕ ятпа савăнăçлă мероприяти иртет.
Вăраха ямасăр пурнăçламалли тĕп задачăсен шутĕнче çавăн пекех ялсенчи пур урамри çулсемпе тротуарсене юртан вăхăтра лайăх тасатса тăрассине, Çĕнĕ çул уявĕн мероприятийĕсене тивĕçлĕ хатĕрленсе ирттерессине тата хăрушсăрлăх правилисене пăхăнассине, физически лицосенчен пурлăхшăн налогсем туллин пухассине палăртнă.
Планеркăра васкавлă службăсен иртнĕ эрнери ĕçĕсем çинчен информацисем итленĕ. Тĕрлĕ шайри бюджетсене налог пухасси мĕнле пулса пынипе паллашнă.
Район аталанăвĕпе çыхăннă ытти хăш-пĕр ыйтусене те сÿтсе явнă.


18 декабря 2012
10:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter