Елчĕк районĕ: тимлĕх инкекрен сыхлать

Юлашки çулсенче, шел пулин те, çул-йĕр çинчи инкексен шучĕ йышлансах пырать. Çакна тĕрлĕ сăлтавпа ăнлантарма пулать: автомашинăсен шучĕ çулсерен хушăнса пыни, водительсен çул çỹрес енĕпе культура çукки, чылайăшĕ руль умĕнче хăйне çăмăлттай тытни, хăвăртлăх режимне е ытти йĕркене пăхăнманни, çуран çỹрекенсем правилăсене пăсни. Аварисенче инкек тỹсекенсен хушшинче ачасем пулни вара ытла та хăрушă: Раççейре кашни саккăрмĕш авари вĕсемпе çыхăннă. Инкеке çуран çỹрекен ачасем ытларах лекеççĕ. Пурнăç пирĕншĕн кашнийĕншĕн хаклă. Çавăнпа çул-йĕр правилисене алфавита пĕлнĕ пекех лайăх вĕренмелле. Ашшĕ-амăшĕн, воспитательсен, вĕрентекенсен ку енĕпе уйрăмах тимлĕ пуласчĕ, правилăсене ăнлантарнă чух каланине тĕслĕхсемпе çирĕплетни кĕçĕннисен асĕнче вăрахлăха юлĕ. Ашшĕ-амăшĕн ачисене ясли-сада, шкула леçнĕ чухне çул çинче кашни вырăнпа тĕплĕн паллаштармалла, çул урлă хăш вырăнтан каçмаллине, ялан тимлĕ пулмаллине ăнлантармалла. Çуран çỹрекенсен тĕттĕм вăхăтра водитель асăрхатăр тесе çутатакан детальсемлĕ ятарлă тумсем тăхăнмаллине асра тытмалла.

Хальхи вăхăтра çул пăрлак. Çавна май водительсене те, çуран çỹрекенсене те уйрăмах тимлĕ пулма, пĕрне-пĕри хисеплеме тата упрама ыйтас килет.



18 декабря 2012
17:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter