Муркаш районĕ: çын ĕçпе илемлĕ

Çын ĕçпе илемлĕ. Кашниех хăй хыççăн ырă ят хăварассишĕн тимлет. Акă Социализмла Ĕç Геройĕ Ольга Федоровна Федорова ĕçĕ, ячĕ-сумĕ чăвашра кăна мар, аякра та ĕмĕрех асра. Çавна май нумаях пулмасть Муркашра пурăнакан хисеплĕ çыннăмăр тата унпа пĕрле ветерансен районти канашĕн ертÿçи М. Виноградова, Л. Никифорова Чул хула облаçне кĕрекен Воротын районĕнчи Фокино ялĕнче пулчĕç.

Ку тăрăхра çамрăклăх çулĕсенче Ольга Федоровна чылай вăхăт дояркăра ĕçленĕ. Район, колхоз аталанăвне пысăк тÿпе хывса паллă йĕр хăварнă, Социализмла Ĕç Геройĕ ята тивĕçнĕ. Халĕ вăл вăхăтри хуçалăх çук ĕнтĕ, унтанпа шыв-шур та самай юхрĕ. Çак тĕллевпе йыхравларĕç хисеплĕ çыннăмăра Чул хула облаçне. Эпĕ çак кунсенче Ольга Федоровнăпа вăрăм çул çÿрев хыççăнхи калаçăва ирттертĕм. Вăл хăйĕн шухăш-кăмăлне çапларах пĕлтерчĕ:

– Пире Фокино ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Нина Ивановна питĕ тарават кĕтсе илчĕ. Черетлĕ тĕл пулăва çав çулсенче ĕçленĕ дояркăсене чĕннĕ, ыттисем вара – паян тăрăшакан специалистсем. Çакна эпĕ икĕ ăру калаçăвĕ тенĕ пулăттăм. Аса илмелли чăннипех те нумай пулчĕ пирĕн.

1960-мĕш çулсем. Пачах та урăх тапхăр. Паллах, кино, театр, савăк шухăш пулман пуçра. Пĕтĕм тĕллев – колхозра вăй хурасси, условисем вара пачах та çук. Апла пулин те ĕç укçи пĕчĕк, вăл çук та ку çитмест, пурнăç япăх тесе алă усса ларман. Йывăрлăхне те пĕрле чăтса ирттернĕ, савăнăçне те пĕрлех пайланă. Сахал укçапах саплашнă, эрехпе иртĕхмен, малаллахи пиркиех шухăшланă. Паянхи пурнăçа тĕлленме те пултарайман эпир вăл вăхăтра. Çавăнпа та кун-çула хаклама, ăна тĕллевлĕ ирттерме, шанса панă ĕçе тивĕçлĕ пурнăçлама тăрăшмалла. Тепĕр тесен хальхи ĕçченсен шухăш-кăмăлĕ тĕлĕнмелле пек те туйăнать. Çапах та пурнăçра чи пĕлтерĕшли укçа-тенкĕ кăна мар.

Хăй вăхăтĕнче ырми-канми тăрăшнине асра тытни, ăна курма-туйма пĕлни тата пире хисеплесе чĕнни, паллах, савăнтарать. Çавăнпа та социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсем Ирина Владимировна тата Елена Ивановна, Ольга Павловна библиотекарь тĕл пулу хăтлăхĕшĕн чылай тăрăшнă. Çавăнпа та эпĕ хам ятран вĕсене асăнмалăх пысăк парне турăм, манăн ĕçĕм пирки яланах пĕлччĕр.

– Чул хула облаçĕпе мана хĕр тусăм туслаштарчĕ. Пĕррехинче канăва килсен вăл мана хăйсем патне пырса курма сĕнчĕ. Ĕçрен пушанса ним шухăшсăрах кайрăм чĕннĕ çĕре. Вăхăтлăх тесе кайрăм та манăн пурнăç тĕпрен улшăнчĕ. Нумай шыв юхрĕ унтанпа. Мана паян ял хуçалăх аталанăвне тивĕçлĕ шая çĕклесси, ăна аталану çулĕ çинче упраса хăварасси шухăшлаттарать. Çамрăксене ял хуçалăхне явăçтарасси те пысăк ыйту. Фокино ялĕнчи хуçалăхра ĕçе вырнаçнă хыççăн иккĕмĕш çултан пуçласа манăн ят район хаçачĕн страницисем çинчен каймарĕ. Икĕ çултанах хамăн ушкăнри кашни ĕне пуçне çулталăкра 4433 килограмм сĕт суса районĕпех мала тухрăм. Çынсем икĕ хут е ытларах та сахалрах сăватчĕç. Эпĕ вара хам пĕрре тунă ÿсĕме 7–8 çул тытса пытăм. Çав хушăрах хăш-пĕр ĕнесем 5–6 пин килограмм та сĕт антаратчĕç, – аса илÿ çăмхине малалла сÿтрĕ Ĕç Геройĕ.

О. Федорова авалхи тусĕсене паян кунччен те манманни савăнтарать. Çакă мар-и-ха вăл чăн-чăн туслăх; Герой туслăхĕ! Вăл ĕç юратăвĕ пекех виçесĕр. 1972 çулта Муркаша

 



19 декабря 2012
16:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter