Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул-çӳревпе Комсомольски районĕнче пулнă

Раштавăн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул-çӳревпе Комсомольски районĕнче пулнă. Республика Пуçлăхĕ Çĕнĕ Шăхран ялĕнче çĕнĕ сĕт-çу фермине уçнă çĕре хутшăннă. 200 пуç сăвакан ĕне валли тунă фермăна Атласкинсем тытса тăраççĕ. Михаил Игнатьев сĕте сивĕтекен, ĕнесене сăвакан, фермăра ĕçлекен специалистсем валли уйăрнă пӳлĕмсене кĕрсе курнă. Республика Пуçлăхĕ Раççей Президенчĕ лартнă тĕп тĕллевсенчен пĕри ял çыннин пурнăç условийĕсене лайăлатасси пулнине палăртнă. Михаил Игнатьев хуçалăх ертӳçине Григорий Атласкина тухăçлă ĕçленĕшĕн тав тунă. Ял хуçалăх организацийĕсен директорĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ертӳçисене хăйсен ĕçтешĕн опычĕпе туллин паллашса унпа хăйсен ĕçĕнче усă курма сĕннĕ. Атласкинсен хресчен (фермер) хуçалăхĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçлекен фермерсен конкурсне хутшăнса 36 млн тенкĕлĕх проекта хӳтĕленĕ. Вĕсенчен 9 млн тенки патшалăх пулăшу мелĕпе панă укçа-тенкĕ, 15 млн тенки – Раççей ял хуçалăх банкĕ уйăрнă кредит укçи-тенки. Кредит укçине фермăра кирлĕ ĕç хатĕрĕсем туяннă çĕре тăкакланă. Çĕнĕ йышши технологи хатĕрĕсемпе усă курни сĕт пахалăхне ӳстерме, ăна пысăкрах хакпа вырнаçтарма май парать. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса мăйракаллă шултра выльăхсен йышне 256 пуç таран ӳстернĕ. Паян хуçалăхра сакăр çын ĕçлет. Вĕсен уйăхри вăтам ĕç укçийĕ 13245 тенкĕпе танлашать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çавăн пекех сĕт-çу продукцийĕн рынокĕнче 1999 çултанпах ăнăçлă ĕçлесе пыракан Комсомольски райончи «Изамбаевский» сĕт заводне те çитсе курнă. Вадим Агамирян ертӳçĕ каланă тăрăх, завод 16 тĕслĕ сыр туса кăларать. Талăкри ĕç калăпăшĕ 30-35 тоннăпа танлашать, продукцин 80 проценчĕ çĕршывăн тĕп хулине тата Мускав облаçне ăсанать. Килес çул тавара Санкт-Петербург хулинче те сутма палăртаççĕ, çакă производственна тата та атлантарма, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçма пулăшать. Çак кунах республика Пуçлăхĕ Комсомольски салинчи 2-мĕш номерлĕ шкула та çитнĕ. Унта информатика, апатлану тата ытти пÿлĕмсемпе паллашнă. Шкула кăçал  юсасв ĕçĕсем ирттернĕ. Михаил Игнатьев шкул ачисемпе, вĕрентекенсемпе курса калаçнă, вĕсен шухăшне ыйтса пĕлнĕ. Çавăн пекех «Ак Барс» тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн лавккинче социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсемпе кăсăкланнă, вырăнта туса кăларакан таварсен ассортименчĕпе паллашнă. Тĕплĕнрех

 



19 декабря 2012
15:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter