Приоритетлă наци проекчĕсем пурнăçа кĕрсе пынин пĕтĕмлетĕвĕсене тишкернĕ

Раштавăн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев приоритетлă наци порекчĕсене пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлекен Канашăн ларăвне ирттернĕ. Михаил Игнатьев иртсе каякан çулта приоритетлă тăватă наци проектне пурнăçа кĕртессипе кăтартусем пĕтĕмпех лайăх пулни çинчен каланă. Агропромышленноç комплексне, сывлăх сыхлавне, вĕрентӳ тытăмне аталантарассипе тата макроэкономикăн тĕп кăтартăвĕсемпе Чăваш Ен çĕршыври чи лайăх регионсем шутне кĕнине палăртнă. 2012 çул тăршшĕпех республикăра тĕрĕс политика тытса пынине палăртнă. Бюджет укçи-тенкипе эффективлă усă курасси çине, нумай ачаллă, çамрăк, сахал тупăшлă çемьесене, ветерансене пулăшас ыйтусене уйрамах пысăк тимлĕх уйăрнине каланă. Çурт-йĕрпе çыхăннă наци проекчĕ пурнăçа епле кĕрсе пынипе Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимр Громов паллаштарнă. 2012 çулта пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăхăн пулăшăвĕсемпе 2269 çын усă курнине палăртнă. Мĕнпур бюджетран пĕтĕмĕшле 2 млрд 600 млн тенкĕ тăкакланă. Паянхи рынок условийĕнче çурт-йĕр ыйтăвĕ çав-çавах çивĕч тăрать. Республикăри хăш-пĕр районсемпе хуласенче ыйтăва куçран вĕçертнине те палăртнă ларура республика Пуçлăхĕ. Ашшĕ-амăшĕсĕр тăлăха юлнă ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтерс ыйтупа уйрăм муниципалитетсенче çителĕксĕр ĕçленине асархаттарнă. Кун йĕркине кĕртнĕ агропромышленноç комплексне аталантарас ыйтупа Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов калаçнă. Министр юлашки пилĕк çулта ял хуçалăх производствин кăтартăвĕсем ӳснине, Атăлçи федераци окургне кĕрекен лайăх ĕçлекен тăватă регион шутне кĕнине пĕлтернĕ. Çичĕ çул хушшинче республикăри ял хуçалăхне патшалăхăн инвестицине 12 млрд. тенкĕлĕх хывнă. 2012 çулта 2,5 млрд тенкĕ уйăрнă. 2012 çулта выльăх-чĕрлĕх, сĕт-çу таварĕсем туса кăларассипе кăтартусем самай лайăххине асăннă. Хăш-пĕр хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăхсен шутне чакарни пирки пăшăрханса пĕлтернĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей ВТО тытăмне кĕнĕ май кашнин ĕçе тĕрĕс йĕркелесе пымаллине, рынок условийĕнче харпăрхăйĕн çул-йĕрне вăхăтра тупса палăртма кирлине асăрхаттарнă. Канашлăва хутшăннăшăн çĕр ĕçченĕсене пурне те чĕререн тав сăмахĕ каланă. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов вĕренӳ тытăмĕнче пысăк ĕçсем йĕркелесе ирттерни çинче чарăнса тăнă. Республикăри мĕнпур шкулсен пĕрре виççĕмĕш пайне тĕплĕ юсав ĕçĕсемпе тивĕçтернине, шкулта усă куракан хатĕрсене те май килнĕ таран улăштарнине пĕлтернĕ. Юлашки çирĕм çул хушшинче пуçласа шкул çулне çитмен ачасен вĕрентӳ учрежденийĕсене хута яма тытăннине палăртнă. Çав вăхăтрах хăш-пĕр строительство организацийĕсем хăйсем çине илнĕ яваплăха кирлĕ пек пурнăçламаннине палăртнă. 2012 çулта «Сывлăх» приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртме Чăваш Республикинче 1113,8 млн тенкĕ укçа пăхса хăварнă пулнă. 2012 çулăн раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çав суммăн 90,9 процентне усă курнă. Юлашки 20 çул хушшинче пуçласа çуралакансен йышĕ пысăкрах пулнине шута илнĕ. Тĕплĕнрех

 



19 декабря 2012
13:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter