Пиротехника савăнăç çеç парнелетĕр

Пирĕнтен чылайăшĕ Çĕнĕ çула хаваслă та асра юлмалла паллă тума тăрăшать. Çак ĕмĕте пурнăçа кĕртес тесе нумайăшĕ петарда, фейерверк таврашне, пиротехникăн ытти тĕсне туянать. Анчах та ку япаласем тетте маррине манмалла мар. Вĕсемпе тĕрĕс усă курмасан пысăк инкек - Пермьри “Уксах лаша” клубри евĕрли - сиксе тухма пултарать. Синкерлĕ тĕслĕхсем ан пулччăр тесен хăрушсăрлăх йĕркисене асра тытмалла.

“Граждансен, уйрăм предпринимательсен, организацисемпе должноçри çынсен, патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пиротехника изделийĕсене сутнă тата усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнмалла, - каласа кăтартать Шупашкар хулин надзор ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Потапов. - Çак япаласемпе сутă тăвакан лавккасем икĕ е ытларах хутлă пулсан пиротехникăна чи çÿлти хута вырнаçтармалла. Складсенче петарда-хлопушка таврашне ытти таварпа пĕрле упрама юрамасть. Вĕсене путвалти пÿлĕмсенче те тытмалла мар. Ăшăтмалли хатĕрсемпе те юнашар хума сĕнмеççĕ, вĕсен хушшинче 0,5 метртан кая мар пулмалла. Пиротехника сутаканăн туянас текен çын ыйтсан сертификат копине /ăна панă орган е нотариус алă пусса çирĕплетнине/ тата тавар-ăсату докуменчĕсене /таварăн кашни тĕсĕ çирĕплетнĕ йĕркесене тивĕçтернине ĕнентерекеннисене/ кăтартмалла”.

Çакна та асра тытмалла: сутуçăн 16 çула çитмен ачасене пиротехника сутма ирĕк çук. Туянаканăн петарда-фейерверк суйланă чухне юрăхлăх вăхăчĕпе, унпа мĕнле усă курмалли инструкци пурри-çуккипе кăсăкланмалла, лапчăнманнине е ниçтан та сиенленменнине лайăх пăхмалла.

Çĕнĕ çулта салют ярасси - яваплă ĕç, çавăнпа ăна пурнăçа кĕртмешкĕн ку енĕпе опыт пур тата урă çынна шанмалла. Пиротехникăпа çуртсенче, пÿлĕмсенче, взрыв тата пушар тухас хăрушлăх пур объектсенче, нефть тата газ пăрăхĕсен, пысăк вольтлă электролинисен çывăхĕнче, балконсемпе лоджисенче, стадионсенче, истори тата культура палăкĕсен, заповедниксемпе наци паркĕсен, масарсен территорийĕсенче, митингсемпе демонстрацисем ирттернĕ вăхăтра усă курма юрамасть. “Фейерверка хута ямалли лаптăка малтанах палăртса хумалла. Унта хăвăрт çунма пуçлакан япаласем - хут, ÿкнĕ çулçăсем, хыр-чăрăш лăссисем - ан выртчăр. Суйласа илнĕ çĕрте пирус туртма тата кăвайт чĕртме юрамасть. Çак лаптăк пурăнмалли çуртсенчен 50 метр аяккарах пултăр. Шел те, чылай чухне ракета таврашĕ балкон çине ÿксе е чÿречене çĕмĕрсе хваттере “вĕçсе кĕрет”, вут-çулăм кăларса пурлăха сиен кÿрет. Салют янине балконран сăнакан çынсем аманас хăрушлăх та пур. Фейерверкпа киленес текенсен 15-20 метр аяккарах тата çиле майлă тăмалла. Енчен те ракета сирпĕнмесĕрех ÿкрĕ тĕк ун патне чупса каймалла мар, ăна алла илме тата ăнăçсăрлăх сăлтавне пĕлес тесе чакаланма юрамасть. Пиротехникăпа усă курнă хыççăн унăн çунсах пĕтмен пайĕсене сÿнтермелле, лаптăка тасатмалла”, - теççĕ МЧС ĕçченĕсем. Паллах, Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем савăнăç çеç парнелеччĕр тесен специалистсен сĕнĕвĕсене пăхăнмаллах.(Ирина Клементьева)



20 декабря 2012
15:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter