Шăмăршă районĕ: ырă тĕслĕх

Асанкассинчи Хватинсем ялта ĕçченлĕхпе, сăпайлăхпа палăрса тăраççĕ. Кил хуçи, Владимир Анатольевич, куллен Шăмăршăна ĕçе çÿрет. Унăн мăшăрĕ, Елизавета Германовна, Пăчăрлă-Пашьелĕнчи çемье врачĕн офисĕнче чылай çул ĕнтĕ медсестра пулса вăй хурать. Вĕсем ĕçре тăрăшулăх кăтартаççĕ. Хватинсен килти хуçалăхĕ те çирĕп. Хальхи вăхăтра вĕсен картишĕнче – 2 ĕне, 4 пăру, 4 сысна, йышлă кăвакалпа чăх-чĕп. Туслă çемье çуллен çитĕннĕ вăкăрсем тата сысна ашĕ сутса хăйĕн бюджетне хушма укçа тенкĕпе пуянлатать. Предпринимателе куллен сĕт сутни те – сисĕмлĕ пулăшу. Йышлă выльăх-чĕрлĕх валли, паллах, çиме те нумай кирлĕ. Хватинсем çуллен кирлĕ чухлĕ утă хатĕрлеççĕ. Хĕрÿ тапхăрта ашшĕпе амăшне ывăлĕ, Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан Владик та, пулăшать. Хăйсен пахчинче – çуллен нумай тислĕк тăкнă май, унта тухăç лайăх çитĕнет – çĕрулми, чĕкĕнтĕр ытлă-çитлĕ туса илеççĕ. Ÿркенмесен, тар кăларса ĕçлесен килти хуçалăхра сисĕмлĕ тупăш илме пулать. Çакна Хватинсен ырă тĕслĕхĕ лайăх çирĕплетет.



20 декабря 2012
16:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter