Элĕк районĕ: çĕнĕ ферма – экономика тĕрекĕ

Çак кунсенче Ульянов ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче çĕнĕ ĕне ферми хута кайрĕ. Çав ятпа ирттернĕ савăнăçлă лару-тăрура Элěк район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов хутшăнчĕ.

Пухăннисем умĕнче Александр Николаевич хăйĕн савăнăçне пытармарĕ:

– Çĕнĕ ферма çĕклесе лартма вăй-хал çитернĕшĕн хуçалăх ертÿçине Светлана Порфирьевăна чĕререн тав тăватăп. Ырă тĕслĕх районта анлă сарăлтăр. Лайăх ĕçлетĕр, кăтартусене çултан-çул ÿстерсе пыратăр. Сире ÿлĕмрен те ăнăçусем сунатăп.

А.Куликов хуçалăх юлашки çулсенче йывăрлăхсене пăхмасăр ăнăçлă аталаннине, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем выльăх шутне упраса хăварма вăй çитернине палăртрĕ.

Ульянов ячĕллĕ хуçалăх çĕнĕ ферма тума кредит илмен, пĕтĕмпех хăйĕн укçи-тенкипе тунă. Строительство ĕçĕсене пурнăçлама вунă миллион тенкĕ кирлĕ пулнă. Çакна хуçалăх ертÿçи С.Порфирьева хăйĕн сăмахĕнче уçса пачĕ. Çĕнĕ комплексра 180 ĕне пулĕ. 2010 çулта çурт никĕсне янă. Строительсем тăрăшнипе икĕ çулта ферма çĕкленсе ларнă. Сĕте сивĕтмелли оборудовани те вырнаçтарнă. Халĕ кашни ĕнерен 8,3 килограмм сĕт суса илеççĕ. Кăтарту пĕлтĕрхинчен пĕр килограмм ÿснĕ. Выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрленĕ. Кăçалхи 11 уйăхра аш-какай 28,0 тонна (2011 çулхинчен 12,4 процент нумайрах) туса илнĕ, сĕт 305,4 тонна (пĕлтĕрхинчен 4,9 процент ытларах) сунă. Пухăннисем фермăна кĕрсе курчĕç, кунти ĕç-хĕлпе паллашрĕç.



20 декабря 2012
15:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter