Шкулсене – çĕнĕ йĕлтĕрсем

Кăçал пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсене спорт оборудованийĕпе çĕнетесси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2014 çул тĕлне вĕренÿ учрежденийĕсене спорт тĕлĕшпе пур енĕпе те тивĕçтерсе çитермелле.

Çак кунсенче Элĕк районĕнчи шкулсене йĕлтĕр комплекчĕсем 177 мăшăр 407 пин тенкĕлĕх ытла килнĕ. Физкультура воспитанийĕн тытăмне туса хунипе вĕренекенсем эрнере 6-8 сехет таран активлă хусканура пулаççĕ. Уроксем хыççăн тĕрлĕрен спорт секцийĕсем ĕçлеççĕ. Шкулсенче çулленех сывлăх уйăхлăхĕсем, физкультурăпа спорт эрнисем пулаççĕ. Медиксем, класс ертÿçисем ачасен сывлăхне асăрхасах тăраççĕ. Физкультура учителĕсем ятарлă ушкăнри ачасем валли упражненисен комплексне хатĕрлеççĕ. Физкультурăпа сывлашу ĕçĕсем пуçламăш классенченех тĕллевлĕ иртеççĕ.



20 декабря 2012
15:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter