Вырăнсенчи пуçлăхсемпе канашланă

Эрне кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев видеоконференци мелĕпе районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.

Пурăнмалли çурт-йĕр строительствипе, çурт-йĕр тума йышăнман пушă çĕр лаптăкĕсен кăтартăвĕсене вырнаçтармалли пĕрлехи информаци ресурсĕ йĕркелессипе, çавăн пекех муниципалитетсен бюджет учрежденийĕсен ĕçченĕсене шалу тÿлессипе тата усă курнă газшăн тÿлемелли графике пăхăнассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Строительство министрĕ Владимир Громов палăртнă тăрăх - кашни çын пуçне пурăнмалли çурт-йĕр тăвас енĕпе /0,65 м2/ республика федерацин Атăлçи округĕнче çав-çавах малтисен шутĕнче. Хĕрлĕ Чутай /0,65 м2/, Сĕнтĕрвăрри /0,57 м2/, Пăрачкав /0,48 м2/, Шупашкар /0,51 м2/ районĕсенче, Улатăр /0,63 м2/, Çĕнĕ Шупашкар /0,23 м2/, Çĕмĕрле /0,41 м2/, Шупашкар /0,57 м2/ хулисенче кашни çын пуçне тунă çурт-йĕр лаптăкĕ вăтам кăтартуран пĕчĕкрех.

"Çĕр çителĕклĕ уйăрнă. Чăваш Ен Правительствин шайĕнче ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕрсене строительство валли куçарнă. Анчах республикăра уйăрнă çĕрсен 6% çинче кăна çурт-йĕр тăваççĕ, ыттисем пушă. Ку ыйтăва пĕрре кăна мар сÿтсе явнă, лав вырăнтах. Çулталăк кăтартăвĕсем тăрăх çурт-йĕр хута ярас енĕпе япăх ĕçленисем муниципалитетăн депутатсен корпусĕ умĕнче явап тытĕç. Хăшне-пĕрне отставкăна яма сĕнĕп. Мĕншĕн тесен ку тĕп кăтарту. Çурт-йĕр тăвас енĕпе çапла япăх ĕçлени пирĕн халĕччен пулман", - тенĕ Михаил Игнатьев.

Вăл çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкарта нумай ачаллă çемьесене пама çĕр лаптăкĕсене йĕркелес енĕпе питĕ япăх ĕçлени çинчен каланă /лаптăксене кирлин 10% чухлĕ çеç йĕркеленĕ, 2012 çулта пĕр лаптăк та хатĕрлемен/. Çав вăхăтрах республика Пуçлăхĕ çурт-йĕр тумалли плана пурнăçлассине тивĕçтернĕ муниципалитетсен ертÿçисене тав тунă.

Пушă çĕр лаптăкĕсен кăтартăвĕсене вырнаçтармалли пĕрлехи информаци ресурсне хатĕрлемелли йĕрке çинчен пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина каласа панă. Çавăн пекех муниципалитетсен бюджет учрежденийĕсен ĕçченĕсене вăхăтра шалу тÿлессине сÿтсе явнă. Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх - социаллă сфера ĕçченĕсен шалăвне кăçал темиçе хут та ÿстернĕ, Чăваш Ен бюджетĕнчен çак тĕллевсем валли укçа туллин уйăрнă. Пĕтĕмĕшле илсен республикăра ĕç укçин ÿсĕмĕ вăтамран 17,5% танлашнă.

Усă курнă газшăн тÿлемелли графике мĕнле пурнăçланипе строительство министрĕ Владимир Громов паллаштарнă. Раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне районсемпе хуласен администрацийĕсен çут çанталăк газĕшĕн тÿлессипе çыхăннă пĕрлехи парăмĕ 301,5 млн тенкĕпе танлашнă. Çав шутра чÿк уйăхĕшĕн тÿлемелли кулленхи парăм - 158,5 млн, вăраха кайнă парăм - 143 млн тенкĕ. Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар районĕсен, Улатăр, Канаш тата Çĕмĕрле /"Строитель" ООО тĕлĕшпе/ хулисен администрацийĕсен реструктуризациленĕ парăмĕ "Газпром межрегионгаз Шупашкар" ОООпа тунă графиксемпе килĕшÿллĕн 52,5 млн тенкĕ шайĕнче юлать. Çĕмĕрле хулинчи "Теплоэнерго" МУП парăмне татассине йĕркелеме ЧР Министрсен Кабинечĕ, "Газпром межрегионгаз Шупашкар" ООО тата "Чăвашгаз" ПУП 2013 çулхи 1-мĕш кварталта "Чăвашгаз" пурлăхне Çĕмĕрлери потребительсен çут çанталăк газĕшĕн тÿлемелли парăмĕн шучĕпе парасси пирки килĕшÿ проектне хатĕрленĕ.

"2013 çул пуçламăшĕ тĕлне парăмсем тĕлĕшпе пирĕн нуль шайне тухмалла. Ансат мар тĕллев, çапах ăна пурнăçламалли майсем пур. Республика шайĕнче "Газпромпа" килĕшÿ тунă, хутшăнусем йĕркеленĕ, "Газпром" инвестицисем уйăрать. Пирĕн усă курнă газшăн тÿлемелле. Саккун шайĕнче пĕтĕмпех уçăмлатман пулин те хамăрăн обязательствăсене пурнăçламалла", - пĕтĕмлетнĕ Михаил Игнатьев.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
20 декабря 2012
15:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter