Аталану ан такăнтăр

Ытлари кун ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсене пурнăçлас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕ пулчĕ. Унта 2012 çулта тăватă нацпроекта пурнăçлас енĕпе тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, тĕллевсене палăртрĕç.

Ларăва уçнă май республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен аталанăвĕн ырă туртăмĕсене палăртрĕ. Çакăнта нацпроектсен витĕмĕ те курăмлă. Ку республикăра пурăнакансен ĕç укçин ÿсĕмĕнче те палăрать. Чăваш Ен вăтам ĕç укçин шайĕпе Атăлçи округĕнче 12-мĕш вырăнта кăна пулнă, кăçал икĕ карт çÿлерех хăпарас шанăç пур. Çурт-йĕр тăвас енĕпе патшалăх укçа уйăрас, çынсене пулăшу кÿрес ыйтусене вăхăтра татса панă. Ял хуçалăхĕнче производство кăтартăвĕсем ÿсĕмлĕ. Сăмах май, юлашки пилĕк çул хушшинче Атăлçи округĕнче тăватă регион кăна çуллен ÿсĕмпе палăрнă. Михаил Васильевич палăртнă тăрăх - апат-çимĕçĕн тĕп тĕсĕсемпе Чăваш Ен хăйне туллин тивĕçтерет, çапах ютран кÿрекен продукци те нумай, конкуренци условийĕсенче лайăх пахалăхпа кăна çитĕнÿ тума пулать.

Вĕрентĕве илес тĕк - кăçал кашни виççĕмĕш шкула юсанă, шкул столовăйĕсене çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ. Çитес çул мĕн пур шкулта ачасене вĕри апат çитерессине тивĕçтермелле. Ача сачĕсем тăвас тĕлĕшпе çивĕчлĕх пур. «Строительство организацийĕсен хушшинче конкурссем йĕркелетпĕр - чăкăлташма сăлтав çук пек, анчах подрядчиксем объектсене хута ямалли вăхăта тăсса яраççĕ. Çийĕнчен вĕсемех паянхи конкурссенче çĕнтереççĕ», - кăмăлсăрлăхне пытармарĕ Михаил Игнатьев. Çамрăксене ĕç рынокĕ ыйтакан профессисемпе хатĕрлессине çĕнĕ шая çĕклемелле: «Кирек мĕнле пулсан та аслă пĕлÿ çеç илмелле тени - ĕнерхи кун. Пирĕн шайлашу çук: рынок пĕр специалистсене ыйтать, эпир урăххисене хатĕрлетпĕр». «Сывлăх» нацпроект пирки каланă май ЧР Пуçлăхĕ ачасен сывлăхĕ тĕлĕшпе ыйтусем пуррине палăртрĕ. Доклад тăвакансене шăпах çак ыйтусем тавра калаçма сĕнчĕ.

Строительство министрĕ Владимир Громов тĕрлĕ программăпа республикăра пурăнакансене çурт-йĕрпе тивĕçтерни пирки чылай цифра асăнса каласа пачĕ. Кăçал çамрăк 670 çемье хваттер илет. Вĕсене пулăшмалли программа çитес çул та ĕçлĕ. Тăлăхсене хваттерпе тивĕçтересси ыйтуллă. 500 ытла тăлăх хваттер кĕтет. Кăçал 242-шне хваттер пама палăртнă, анчах ку пурнăçланасси тĕлĕшпе иккĕленÿ çуралнă. Районсен представителĕсем каланă тăрăх - çак тĕллевпе ирттерекен аукционсене строительство компанийĕсем хутшăнасшăнах мар, тăваткал метршăн йÿнĕ паратăр тесе сăлтавлаççĕ-мĕн. Урăхларах сăлтавсем те пулаççĕ. «Стройтрест» ООО, сăмахран, 18 тăлăха хваттерсем пама пулнă. Анчах пилĕк хваттер тĕлĕшпе тĕп хула администрацийĕн çак компанипе контракта татма тивнĕ. ООО директорĕ Игорь Овчинников Алькешре тăвакан çурт валли СУОР хăйĕн панелĕсене пама пăрахни çинчен каларĕ - чăрмав çавăнпа тухса тăнă-мĕн. Халь панельсемпе тивĕçтереççĕ-ха, анчах Михаил Игнатьев çакна пула тăлăхсене кÿрентерме юраманнине палăртрĕ. Эппин, Шупашкар администрацийĕн вĕсем валли урăх хваттерсем шырамалла.

Владимир Громов патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фондне йĕркелес енĕпе ĕçлени çинчен каласа пачĕ. Пĕтĕмпе 1830 хваттер тунă. Çитес çул 240 хваттер тăвасси паллă. Ĕç ăнăçлă пулсан нумай хваттерлĕ тепĕр çурт хушăнасса та кĕтме пулать. Чăваш Ен экономкласс йышши çурт-йĕр тумалли регионсен шутне кĕни те строительствăна вăй памаллах. Михаил Игнатьев рынокра хатĕр хваттерсем сахаллине пула çынсем кăмăлсăрланнине палăртрĕ. Укçа пур - туянаймаççĕ. Çавăнпах тăваткал метр хакĕ ÿссех пырать. Чăннипе, пытармарĕ вăл, республикăн çурт-йĕр тăвассипе çыхăннă аван кăтартăвĕсене кăçал уйрăм çынсем хăйсен укçипе çуртсем туса кăна тивĕçтернĕ. «Конкуренци çук, - хĕрÿленчĕ Михаил Васильевич. - Çурма вилĕ строительство организацийĕсем пайтах - вĕсем нимĕнсĕр. Лайăх пÿлĕмсенче ларса, чаплă машинăсемпе çÿресе пысăк укçа çапасшăн. Паян айвансем çук!»

«АПК аталанăвĕ» нацпроект пирки сăмах пуçарсан та пăшăрхантаракан самантсем палăрчĕç. Вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов нацпроект ял хуçалăх производствин 27% ÿсĕмне тивĕçтернине çирĕплетрĕ. Отрасле вун-вун млрд тенкĕ инвестици хывнă. Чăваш Ен аш-какай, сĕт, çăмарта туса илессине палăрмаллах ÿстернĕ, çав вăхăтрах 15 районта аш-какай производстви чакнă. Çийĕнчен кайăк-кĕшĕк фабрикисем кăçал тырă çителĕклĕ хатĕрлесе хăварайман - тата 62 пин тонна кирлĕ. Сĕт пахалăхĕ пирки калаçу пулчĕ. Уншăн, паллă, хушса тÿлеççĕ. Пысăк пахалăхлишĕн - литрĕшĕн 2 тенкĕ, пĕрремĕш сортлишĕн - 1 тенкĕ. Литр пуçне 3 тенкĕ ытла илекенсем те пулнă. Акă вăл - пахалăх хакĕ.

Сысна, кайăк-кĕшĕк, сурăх, качака шучĕ ÿснĕ. Çав вăхăтрах мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 5,6% чакнă. Ку Михаил Игнатьева килĕшмерĕ: «Ĕне ашĕ туса илессине чакаратпăр, сысна ашне - ÿстеретпĕр. Европăпа тавлашас тесен вара шăпах ĕне ашĕпе ĕçлемелле. Пирĕн сысна ашĕн хăй хаклăхĕ чи пĕчĕкки те 53 тенкĕ. Данире - 1 доллар. Вĕсемпе мĕнле тупăшăн? Хăçантанпа ĕне ашĕ хакланасса кĕтрĕмĕр, халь хак пур - эпир ăна туса илессине чакаратпăр иккен...» Улатăр, Куславкка, Йĕпреç, Красноармейски, Элĕк, Çĕрпÿ, Етĕрне, Шупашкар районĕсенче ĕне ашĕ туса илесси чакнă.

Вăл фермерсем валли уйăракан патшалăх пулăшăвĕн шăпипе те кăсăкланчĕ. Министра çаплах каларĕ: «Вĕсем илнĕ укçапа тĕллевлĕн усă курманни палăрчĕ тĕк - явап тытатăр». Сергей Павлов фермерсене пулăшма районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем ыйтни пирки аса илтерсен Михаил Васильевич хушса хучĕ: «Вĕсемпе пĕрле явап тытатăр!» Министр 13-20-мĕш çулсем валли ял хуçалăх аталанăвĕн программине хатĕрлени çинчен пĕлтернĕ май хуçалăхсене пулăшас тĕлĕшпе çĕнĕлĕхсем пуласси пирки асăрхаттарчĕ: субсидисене акакан çĕрсен лаптăкне кура, сутакан паха сĕтĕн кашни литрĕшĕн парĕç, выльăха страхланăшăн компенсаци тÿлĕç.

Вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова «Сывлăх» нацпроект тĕлĕшпе сăмах илчĕ. Ăна пурнăçлама пуçланăранпа Чăваш Ен медицини валли 12 млрд тенке яхăн уйăрнă. Кăтартăвĕ - демографи лару-тăрăвĕ лайăхланни, чĕре ишемине, инсульта пула вăй питти çынсем вилесси чакни, медучрежденисем валли 850 единица оборудовани туянни тата ыт.те. Михаил Игнатьев патшалăх енчен тивĕçлĕ мерăсем йышăнмаллине палăртнипе пĕрлех çынсен хăйсен те сывлăхшăн тăрăшмалли пирки аса илтерчĕ. Залра ларакансенчен хăшĕ табак туртнипе кăсăкланчĕ. Алă çĕклекен пулмарĕ. «Ку енĕпе çирĕп ыйтăп, - терĕ вăл. - Шкулсен, ача сачĕсен ертÿçисем, тĕп врачсем - вĕсен хушшинче туртакан пĕр çын та пулмалла мар. Çирĕп кăмăллă мар тăк - урăх ĕç шыраччăр».

Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов «Пирĕн çĕнĕ шкул» наци пуçарăвне мĕнле пурнăçланипе паллаштарчĕ. Тĕллевсем анлă: вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсене ĕçе кĕртесси, талантлă ачасене пулăшасси, вĕрентекенсен корпусне çĕнетесси тата ыт.те. Çитес çулах вĕрентÿ сферинче шалăва экономикăри вăтам ĕç укçипе шайлаштарасшăн. Экономикăра çав виçе 2013 çулта 19,2 пин тенкĕпе танлашмалла. Вĕрентекенсем тенĕрен - вĕсен йышне çамрăклатас енĕпе йывăрлăхсем çук мар. Нумай районта çамрăк /икĕ çул таран стажлă/ вĕрентекенсен пĕтĕмĕшле йышри тÿпи ытла та пĕчĕк: Етĕрне районĕнче - 0, Елчĕкре - 0,4, Пăрачкавра - 0,8% кăна. Çав вăхăтрах Шупашкарта - 7,2, Çĕнĕ Шупашкарта - 6,1%. Паллах, кунта шкулсенче вакансисем сахаллин витĕмĕ те пур, çапах пур пĕр педагогсен корпусне çĕнĕ хум кирли куç кĕрет.

Ларура çĕкленĕ ыйтусем тăрăх тивĕçлĕ йышăнусем пулĕç - вĕсем республикăра пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатассине никĕслĕç.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
20 декабря 2012
15:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter