Республика Пуçлăхĕ энергокомпани ĕçченĕсене професси уявĕ - Энергетик кунĕ - ячĕпе саламланă

Раштавăн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Атăл тăрăхĕнчи МРСК" АУОн "Чăвашэнерго" филиалĕн - республика территорийĕнче электроэнерги парса тăракан, потребительсем сетьсемпе çыхăнас тĕлĕшпе техника условийĕсем хатĕрлекен тата вĕсемпе технологи енĕпе çыхăнтаракан сеть компанийĕн - Сетьсен управленийĕн центрĕнче пулнă.

Чăваш Ен Пуçлăхне тĕп диспетчерскипе паллаштарнă. Центр пирки каласа панă май Атăл тăрăхĕнчи МРСК гендиректорĕн çумĕ - "Чăвашэнерго" директорĕ Дмит­рий Иванов ăна йĕркеленĕ чух техника телĕшпе нумай çĕнĕлĕхпе усă курнине палăртнă. Кунта сетьсене ĕçлеттерессипе çыхăннă пĕтĕм информаци килсе тăрать. Çĕнĕ йышши оборудовани ĕçе ăнăçлă йĕркелеме май парать. Диспетчер щитне нимĕç фирмин программипе тивĕçтернĕ, ятарлă система, видеокубсенчен тăракан стена, энергетиксене филиалăн мĕн пур об±ектне шанчăклă сăнаса тăма пулăшать - электролинисенчен пуçласа уйрăм трансформатор подстанцийĕ таранах.

Диспетчерсене хатĕрлемелли вĕренÿ класĕнче Михаил Игнатьев предприятин çамрăк специалисчĕсемпе калаçнă, тĕп тата резерв çыхăну каналĕсене йĕркелеме май паракан çĕнĕ сервер оборудованийĕпе паллашнă.

Республика Пуçлăхĕ энергокомпани ĕçченĕсене професси уявĕ - Энергетик кунĕ - ячĕпе саламланă, потребительсене электричествăпа шанчăклă тивĕçтерсе тăнăшăн тав тунă, коллектива çитĕнÿсем, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм суннă.

Энергетикăри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Михаил Игнатьев "Чăваш­энергон" Кăнтăр производство уйрăмĕн Канашри электричество сечĕсен районĕн пуçлăхне Василий Агусева "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ энергетикĕ" хисеплĕ ят панă, филиал ертÿçине Дмитрий Иванова Чăваш Ен гербĕллĕ сехет парнеленĕ.

Михаил Игнатьев çавăн пекех Шупашкарти чи ватă тата чи пысăк "Южный" подстанцире пулнă. Филиал ертÿçисем палăртнă тăрăх - кунта анлă реконструкци ирттернĕ. Çĕнĕ оборудовани потребительсене электричествăпа тивĕçтерессин шанчăклăхне çÿллĕ шая çĕклеме май панă.(Н.Миронов)



21 декабря 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter