Тăвай районĕ: курава хутшăнчěç

Мĕн-ши, мĕн вал Çĕнĕ çул?

Вăл – тете çиçни тем чул.

Вăл илемлĕ чăрăша

Мухтани юр юрласа.

 

Çак асамлă та хаваслă уяв çитиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Пурте чăтăмсăррăн кĕтеççĕ ăна. Шкул ачисемшĕн вара халĕ уйрăмах канăçсăр, çав вăхăтрах савăнăçлă самант: вĕрену чĕрĕкне лайăх паллăсемпе вĕçлемелле, çывăх çыннисем валли асăнмаллăх парнесем ăсталамалла, ёлкăна кайма чаплă костюм хатĕрлемелле.

Йăнтăрчă ял библиотки çумĕнчи  ал-ĕç кружокне çÿрекен ачасем Çĕлен çулне кĕтсе илме хатĕр темелле. Вĕсем ĕçе ялан вăхăтра пурнăçлаççĕ.  Çавна май, районти тĕп библиотека хатĕрленĕ «Чăрăш валли теттесем» ятлă курава хутшăнчĕç. Курав тĕрлĕ номинаципе иртрĕ: «Çĕнĕ çулхи чи лайăх тетте», «Çĕлен çулĕ», «Çĕнĕ çул тĕлĕнтермĕшĕ», «Раштаври симфони». Павлова Аделинăпа Михайлова Лиза «Встреча «Старого» с «Новым», «Елка» теттесем хатерлерĕç, Конова Виктория «Романтический вечер в Новом году» композици ăсталарĕ, Иванова Диана «В ожидании новогоднего чуда» ятлă ĕçĕпе хутшанчĕ курава. Алина Егоровна Владимирова библиотекарь та ачасенчен юлмарĕ,  «Новогодний шар» тетте тăратрĕ.



21 декабря 2012
18:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter