Çĕнĕ çул çитес умĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри ĕç тăвакан влаç органĕсен сотрудникĕсемпе тĕл пулнă

Раштавăн 20-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармони залĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2012 çулта Чăваш Енĕн патшалăх граждан службине реформăлас тата аталантарас енĕпе пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетессине халалланă мероприятие хутшăннă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – республика Пуçлăхĕн Админитсрацийĕн Ертӳçи Александр Иванов доклад тунă. Хăйĕн сăмахĕнче вăл патшалăхăн влаç органĕсен ĕç тухăçлăхĕ нумай чухне патшалăх службине мĕнле йĕркеленинчен килнине палăртнă. Республикăн патшалăх влаç органĕсенче паян 1440 çын тăрăшать. Служащисен йышĕ çамрăкланни кăçал уйрăмах сисĕнет: патшалăх служащийĕсен мĕнпур хисепĕн 33 проценчĕ – 30 çула çитмен çамрăксем. Çамрăк кадрсен резервĕнче хальхи вăхăтра 98 çын, вĕсенчен хăшĕ-пĕри патшалăх службине ĕçе вырнаçнă. «Паян пирĕн пурин те пĕр тĕллеве – Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç условийĕн шайне ӳстерессишĕн ĕçлемеллине асра тытмалла», – пĕтĕмлетнĕ хăйĕн калаçăвне Александр Иванов. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăхăн влаç органĕсем тухăçлă ĕçленине пула Чăваш Енри обществăпа политика лару-тăрăвĕ йĕркеллĕ пулнине палăтрнă. «Республикăра çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пултаракан инвесторсене явăçтарма лайăх условисем туса парасси пирĕн пĕрлехи тĕллев пулмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. Лайăх кăтартусемпе ĕçлесе пыракан патшалăх служащийĕсене Чăваш Республикин патшалăх наградисемпе чысланă. Тĕплĕнрех



21 декабря 2012
10:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter