Тăвай районĕ: планпа пăхнă юсав ĕçĕсене кашни çулах вăхăтра пурнăçлама тăрăшать коллектив

1920 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче Советсен Пĕтĕм Раççейри VIII съездĕнче Раççее электрификацилемелли ГОЭЛРО планне пăхса тухса йышăннă. Электрификаци ĕçĕсен пысăк пĕлтерĕшне шута илсе тата çак сферăри специалистсене сума суса çуллен çак кун энергетиксен уявне паллă тăваççĕ. Кăнтăр электричество сечĕсен Тăвайри уйрăмĕн коллективĕ 0, 4 тата 10 киловольтлă 600 ытла километр тăршшĕ электролинипе ялсенчи трансформаторлă 140 ытла подстанцине пăхса тăрать. Планпа пăхнă юсав ĕçĕсене кашни çулах вăхăтра пурнăçлама тăрăшать коллектив. Вун-вун çул иртнĕ май, валеçсе тăракан электричество сечĕсем, паллах, кивелсе çитнĕ, чылайăшне çĕнетме вăхăт. Çавна май юлашки çулсенче пĕчĕк вольтлă линисен йывăç юписене тимĕр-бетонлисемпе улăштарса çĕнетес, СИП–проводасем карас ĕç тĕп вырăнта тăрать. Ку ĕçе кăçал Тăвай, Енĕш Нăрваш, Тăрмăш ялĕсенче планпа палăртса хăварнă урамсенче пурнăçланă, 2013 çулта ăна Тăрмăшра вĕçлемелле. Пирĕн ĕçченсем çанталăк условийĕсене, кану кунĕсене пăхмасăр районти хуçалăхсене, халăха, организацисемпе предприятисене электроэнергипе чăрмавсăр тивĕçтерессишĕн тăрăшаççĕ. К.Ефремов тĕп инженер, И.Александров мастер, А.Илларионов техник, Г.Кошкин электромонтер, И.Сергеев водитель тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеççĕ. С.Александров, О.Староселец, Э.Александров, Л.Федоров, Д.Малов диспетчерсене ырăпа кăна палăртмалла. Оперативлă ушкăнри В.Титов, С.Николаев, В.Мясников, Андрей Васильев электромонтерсем, Г.Андреев, Александр Васильев, С.Мясников, В.Иванов водительсем хăйсен тивĕçĕсене яланах вăхăтра пурнăçлаççĕ. Темиçе çул каялла, “Чăвашэнерго” уçă акционерлă обществăн структурине улăштарнă хыççăн (халĕ “Атăл–Чăвашэнерго–РВСК” УАО филиалĕ), коллектив умне хушма задачăсем тухса тăчĕç. Çавна май, пирĕн уйрăмра тепĕр ушкăн йĕркеленчĕ. Ăна В.Николаев ăста ертсе пырать. В.Петровпа К.Николаев техниксем, И.Лебедевапа К.Кузьмин контролерсем, Р.Петровпа Г.Максимов счетчиксене пăхса тăракан электромонтерсем тата Н.Алексеев водитель ĕçе хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. Вĕсем районта электроэнергипе тĕрĕс усă курассине йĕркелесе пыраççĕ, шутлавсăр, айккинелле каякан электроэнерги калăпăшне пĕтерессишĕн тимлеççĕ. Çурта М.Александрова техслужащи яланах таса тытать. Икĕ çул каялла коллектив 2 хутлă ăшă та хăтлă çурта куçрĕ. Ăна уçнă çĕре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев та хутшăннăччĕ. Юлашкинчен районти энергетика службин хисеплĕ ĕçченĕсене, тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене профессиллĕ уявпа ăшшăн саламлатăп. Çăмăл мар ĕçре çирĕп сывлăх, тÿсĕмлĕх, ăнăçу сунатăп. Çемйĕрсенче яланах килĕшÿпе ăнланулăх, юрату пулччăр.

 



21 декабря 2012
14:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter